«Тус-тăван пек çывăх»

«Тус-тăван пек çывăх»

Çапла хаклаççĕ районта тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата Тури Чаткасра пурăнакан Альбинăпа Владимир Курносовсем.

_ Шкулта вĕреннĕ чухнех район хаçачĕпе туслă пулнă эпир, _ теççĕ вĕсем. _ Хаçатăмăр ăс-тăна çивĕчлетнине, ырăпа усала уйăрма вĕрентнине ун чухнех ăнкарнă.

«Восход» колхозра вăй хунă Владимир Анатольевич, çак хуçалăхра тата райпо системинче тăрăшнă Альбина Николаевна (вăл _ ĕç ветеранĕ) паян кун та район хаçатне алран ямаççĕ. Ял хуçалăхĕн аталанăвне тỹпе хывакан ĕçченсене, вăрçă паттăрĕсене халалланă статья-очерка уйрăмах юратса вулаççĕ пенсионерсем.

Хулара тымар янă хĕрĕсем те хăнана килсен тỹрех «Шăмăршă хыпарне» ярса тытаççĕ, мăнукĕсем вара чăвашла вуланине итлеме кăмăллаççĕ.

Хаçата редакцирен илсе тăмашкăн çырăн- малли хак _ 350 тенкĕ. Электрон çырăнтарăвĕ _ 300 тенкĕ.



18 апреля 2025
11:39
Поделиться