Василий Персиянинов помещик сачĕ е Никишинăра Володя Ульянов чăнах та пулнă-ши?
_lju20esq.jpg)
ХАМĂР тăрăхри Никишино (чăвашла _ Микишень) ялĕн кун-çулне тĕпченĕ май Персиянинов хушамат куç тĕлне пулчĕ. «Василий Львович Персиянинов _ помещик. 1899-çултан пуçласа Пăва земствинче ĕçленĕ. Ăна темиçе хутчен те Пăва земство управин председательне суйласа лартнă. Пăва уесĕнчи Никишино ялĕнче имени пулнă, Чĕлĕм (Чилим) ялĕнче те çĕр хуçи шутланнă».
Василий Львовичăн ашшĕ _ Лев Васильевич _ Раççей империйĕнчи дворянсен йăхĕнчен. Унăн 5 ывăлпа 2 хĕр пулнă: Вячеслав (1868-çулта çуралнă), Наталья (1870), Борис (1872), Владимир (1873), Василий (1875), Всеволод (1876) тата Анна (1886).
Персияниновсен ывăлĕсем Чĕмпĕр гимназийĕнче вĕреннĕ, Ульяновсен çуртĕнче хваттерте пурăннă.
«Эпир Чĕмпĕр хулинчи Мускав ура- мĕнче Володя Ульяновпа пĕрле пурăнаттăмăр, _ аса илсе çырнă Вячеслав Львович Персиянинов. _ Пирĕн пỹлĕм çỹлте _ мезонинăра вырнаçнăччĕ. Эпĕ _ Володьăран икĕ çул аслăрах пулин те _ гимназире унран пĕр класс каярах вĕренеттĕм».
Василий Персиянинов Никишинăри имение пурăнма куçсан, Вячеслав хăй пекех çамрăк Володя Ульяновпа шăллĕ патне кайса курнине асăнать.
«Чĕлĕмрен Микишене çити çуранах утрăмăр, _ çырать Василий Львович. _ Чечеклĕ улăх çеç мар, тăрă шывлă пĕве те кăмăла кайрĕ. Вăрманĕ те _ илемлĕ».
Акă епле: пирĕн тăрăхра Володя Ульянов студент Чаткасра пулни çинчен легенда çỹрет пулсан, вăл Микишеньте пулнине çирĕплетекен документ та тупăнчĕ!
Василий Львович Персиянинов Мускаври Петровский академи (халĕ _ Тимирязев академийĕ) пĕтернĕ, ял хуçалăх енĕпе илнĕ пĕлỹ ăна пурнăçра питĕ кирлĕ пулнă. Персиянинов помещик тăрăшнипе Никишинăра тата Чĕлĕмре чаплă сад пахчи ĕрчетнĕ, уй-хирте тыр-пулăн çĕнĕ сорчĕсене анлă сарнă.
Хăйне уес хулине ĕçлеме чĕнсе илсен Василий Львович Пăва земство управин председателĕнче тăрăшнă. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ _ 1912-çулта _ Сартунккапа (Астродамовка) Пăва хушшине аслă çул тума тытăннă. Мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тата лашасемпе тунă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан, çак çула çĕклеметыткăна илнĕ Австри салтакĕсене явăçтарнă.
1917-çулхи Октябрьти революци хускалсан, Василий Львович Пăваран Чĕмпĕре куçса каять. Персияниновсен çемйи репрессие çакланать, Вячеславпа Василие хупса хураççĕ. Наталья Персиянинова (Вячеславăн _ аппăшĕ), Анна Ильинична Ульянова патне кайса çывăх тăванĕсене арестран хăтарма ыйтать. Анна Ильинична кун пирки телеграмма ярса Владимир Ильич Ленина пĕлтерет.
1919-çулхи майăн 10-мĕшĕнче В.И.Ленин, Чĕмпĕр губĕçтăвкомне телеграмма ярса, Вячеславпа Василий Персияниновсене мĕнле сăлтавпа арестлени çинчен ыйтать.
Персияниновсене арестлеме нимĕнле сăлтав та пулманнине кура Вячеславпа Василие ирĕке кăлараççĕ. Василий Львович Чĕмпĕр хулинчи çăкăр заводне ĕçе вырнаçать. Каярахпа Мускав облаçне куçса кайса пĕр совхоз агрономĕнче ĕçлет. 30-мĕш çулсенче Василий Персиянинов тепĕр хут репрессие çакланать. Хальхинче те ăна В.И.Ленинăн çывăх тăванĕ Анна Ильинична çăлса хăварать.
Василий Львович Персиянинов 1943-çулта _ унăн кĕçĕн ывăлĕ Сергей фронтра нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçса пуç хуни çинчен хыпар илсен _ чĕре чирĕпе аптăраса сасартăк вилсе каять. Никишино ялĕн помещикне Мускав хули çывăхĕнчи ял масарне (халĕ çак ял вырăнĕ Мускав хулин территорине кĕрет _ авт.) пытарнă.
Персияниновсем çинчен сăмаха малалла тăснă май Василий Львовичăн ашшĕпе амăшне те асăнса иртер. Лев Васильевич Персиянинов Мускав университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ. Анна Николаевна Пущина- Персиянинова та Мускаврах педагог пĕлĕвне илнĕ. Ашшĕ ăна Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Аслă Чĕлĕмпе Никишинăри имение халалласа хăварать.
Персияниновсем малтан Чĕмпĕрте пурăнаççĕ. Чĕлĕмри имение каярахпа куçса килеççĕ. Лев Васильевич тăрăшнипе ялта больница уçаççĕ, земство тухтăрĕ хресченсене сиплеме пуçлать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пысăк вăй хурса 1863-çулта Чĕлĕмре халăх училищи уçаççĕ, кунта Никишинăпа Улмаллă ачисем те вĕренме пуçлаççĕ.
1871-çулта Чĕлĕмре халăх училищи- сен директорĕ И.Н.Ульянов пулать, Лев Васильевич хăйĕн ĕлĕкхи çывăх тусне çав тери ăшшăн кĕтсе илет. Ульянов Чĕлĕме тата та çитсе курать.
«Чĕлĕмри училищĕре октябрĕн 19-мĕшĕнче пултăм, _ çапла çырнă вăл 1873-çулхи отчетра. _ Класс пỹлĕмĕсем, çавăн пекех учитель хваттерĕ те çутă та ăшă. Шкул попечителĕ _ Лев Васильевич Персиянинов, попечительница _ унăн мăшăрĕ А.Н.Персиянинова. Иккĕшĕ те училищĕшĕн тата вĕренекенсемшĕн чунтан тăрăшаççĕ. Чĕлĕм, Никишино, Улмаллă ял ачисенчен çав тери лайăх хор йĕркеленĕ, çак хор кĕпĕрне хулишĕн те ырă тĕслĕх пулмалла».
Л.В.Персиянинов 1897-çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче сасартăк чирлесе вилет, Чĕлĕм ялĕн масарĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупать. Анна Николаевна Персиянинова 1917-çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче çĕре кĕрет, ăна Чĕлĕм ялĕн масарĕнче мăшăрĕпе юнашар пытараççĕ.
Шел те, паян Никишино та, Чĕлĕм те çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Истори Никишино ялĕ Аслă Чĕлĕм прихутне кĕнине, тĕне ĕненекенсем йывăçран тунă Çветтуй Николай чиркĕвне çỹренине çирĕплетет. Н.Баженов çул çỹревçĕ вара 1900-çулта Чĕлĕмре _ 268 арçынпа 257 хĕрарăм, Никишинăра (Никитинăра) 144 арçынпа 146 хĕрарăм пурăнни çинчен çырса хăварнă.
Ку тăрăхра хăçан-тăр сад ĕрчетнине юхăннă пахчасенчи сортне тахçанах çухатнă улмуççипе слива йывăççисем çирĕплетеççĕ. Вĕтлĕхри масар çинчи Персиянинов улпутпа унăн мăшăрăн вил тăприсене те вĕлтрен пусса илнĕ. Вĕсене никам та килсе тирпейлемест. Вĕсем _ манăçнă...
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).