«Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!»

«Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!»

 

Шăмăршăри çак ятлă пуçару ушкăнĕ хăйĕн ырă ĕçне анлăн сарса ячĕ. Кунти Культура çурчĕн фойинче хĕрарăмсем кăнтăрла маскировка сетки çыхаççĕ, вĕсене отпуска таврăнакан салтаксенчен парса яраççĕ е кунтан каякан транспортпа ăсатаççĕ. Çĕвĕçсем вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăхăтне çĕвĕ машини патĕнче ирттереççĕ. Дронсенчен хỹтĕленмелли утиялпа плащ янтăлаççĕ, фронта тата госпитале ăсатма простынь, аялтийĕм, хул (ура) çине тăхăнмалли-çыхмалли хĕрлĕ тата шурă повязка (нацистсенчен уйăрса илмелли паллă) çĕлеççĕ. Аялти йĕме _ 120-рен кая мар, повязкăна 200 штук çĕлесе хатĕрленĕ. Кĕске хушăрах госпитальте питех те кирлĕ 11 «шăмă» (шăмă формиллĕ) минтер çĕлени _ çĕнĕлĕх. Холлофайберлă (синтетика материалĕ) çакнашкал минтерсем аманнă салтакăн пуçне, ал-урине меллĕ хума кирлĕ. Ушкăн ертỹçисем _ Валентина Еремеевăпа Галина Веденеева, çавăн пекех Анастасия Младшева, Любовь Давыдова, Алена Пугачева, Антонина Вашуркина, Эльвира Алексеева, Ольга Миронова, Галина Егорова, Галина Власова ăстасем çĕлесе хатĕрленĕ япаласем фронтра та, госпитальте те питĕ вырăнлă пулĕç. Заказ нумай, паллах, çĕвĕçсем ытларах пулни ĕçе хăвăртлатать. Профессионалсемпе пĕрлех çĕлеме пултаракан хĕр-хĕрарăм та пурах ĕнтĕ округра, вĕсене пĕрлехи пархатарлă ĕçе кỹлĕнме ыйтатпăр. Çỹлерех асăннă япаласене тата медикаментсене Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕ (ертỹçи _ Татьяна Матвеева) урлă республикăри «Пĕрле» ыр кăмăллăх фондне çитернĕ, унтан госпитальсене тата СВО зонине ăсатнă.

Çак кунсенче Донецк тăрăхне татах черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ _ консервланă пахча çимĕçпе улма-çырла, компот-сок, çăмарта, пылак çимĕç, сухан-ыхра _ çитнĕ. Паллах, пĕчĕк пулăшу та кирлĕ çĕре çитсен, пирĕн хỹтĕлевçĕсене çăмăллăх кỹрĕ, пысăк тĕрек тата çирĕп шанчăк парĕ. Çак шанчăк вăл _ пĕрлехи вăйпа туптанакан ÇĔНТЕРỸ.

Округ çыннисене _ гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлемешкĕн ĕçпе, япалапа, укçа-тенкĕпе пулăшас кăмăллисене _ çак телефонсемпе çыхăнма ыйтатпăр: 8-927-853-84-81, 8-905-028-05-08.

Зинаида ВОРОБЬЕВА.



18 апреля 2025
11:21
Поделиться