Вилĕмсĕрлĕхе куçрĕç ятсем...

Вилĕмсĕрлĕхе куçрĕç ятсем...

Апрелĕн 16-мĕшĕ Шăмăршă муниципалитет округĕн историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕ. Хĕвел куллипе çиçекен, кайăк юррипе янракан çак çурхи кун Шăмăршăри полици уйрăмĕн çурчĕ çине Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи (1941-1945 çç.) участникĕсен _ Шăмăршă районĕн милици уйрăмĕнче вăй хунă ветерансен ячĕпе Асăну хăмине уçрĕç. ...

Патриотизмла юрă-кĕвĕ янравĕпе Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин «Батыревский» муниципалитетсем хушшинчи уйрăмăн Шăмăршăри полици уйрăмĕн ĕçченĕсем, ШĔМĕн ветеранĕсем, ветерансен Канашĕн членĕсем, Шăмăршă районĕн Шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă тата Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă ветерансен çемйисен членĕсем, Шăмăршă вăтам шкулĕн кадет класĕ, тĕрлĕ çĕртен килнĕ представительсем йĕркеленсе тăчĕç. Пĕтĕм тимлĕх _ шурă пуставпа витнĕ Асăну хăми çинче.

Акă Сергей Кудряшов, клуб тытăмĕн ертỹçи, мероприяти уçăлни çинчен пĕлтерет. «Батыревский» муниципалитетсем хушшинчи уйрăмăн начальникĕ, полици полковникĕ Алексей Алексеев Чăваш Республикин ШĔМĕн министрĕн заместительне, полици полковникне Дмитрий Андреева мероприятие хатĕрри çинчен доклад тăвать. Представительсем пĕрин хыççăн тепри тухса калаçаççĕ.

Асăну хăмине Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарас умĕн уçнин пĕлтерĕшне, ШĔМĕн ветеранĕсем – вăрçă участникĕсем çак хисепе тивĕçлине палăртаççĕ. Сăмах илекенсем: çỹлерех асăннă ертỹçĕсем, ЧР ветерансен (пенсионерсен) обществăлла организацийĕн председателĕ тата ШĔМĕн отставкăри полковникĕ Владимир Трофимов, Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Андрей Кокуркин, Шăмăршă МО прокурорĕ, юстици советникĕ Александр Данилов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, ЧР Патшалăхăн хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти техникăна тĕрĕслекен инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев, Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Канашĕн тата Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертỹçи Егор Сетриванов. Егор Михайлович, Асăну хăмине кĕртнĕ 14 çыннăн ячĕпе паллаштарнипе пĕрлех, вĕсен вăрçăри паттăрлăхĕ тата вăрçă хыççăнхи службăри мухтавлă ĕç-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Чăн та, халăх чыс-хисепне тивĕçлĕ ÇЫНСЕМ! Асăну хăмине уçма тивĕçнĕ представительсем _ ЧР ШĔМĕн министрĕн заместителĕ, полици полковникĕ Дмитрий Андреев тата шалти службăн отставкăри полковникĕ Владимир Трофимов _ стена çинчи шурă пустава тирпейлĕн сиреççĕ. Куç умне Георги хăйăвĕпе илемлетнĕ мрамор плита тухать. Акă вĕсем _ мрамор хăма çине ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă, вилĕмсĕрлĕхе куçнă ятсем: Иван Иванович Алтындаев, Филипп Андреевич Андреев, Николай Иванович Давыдов, Мефодий Иванович Денисов, Петр Андреевич Егоров, Иван Иванович Ермошкин, Василий Трифонович Концов, Александр Алексеевич Курамшин, Николай Алексеевич Матвеев, Николай Игнатьевич Назаров, Мухит Бахитович Иванов, Ахат Нигматуллович Салихов, Леонид Семенович Смирнов, Николай Степанович Федотов.

Служба тивĕçĕпе форма тăхăннă полици ĕçченĕсемпе представительсем яш! тăрса чыс параççĕ. Чуна мăнаçлантарса Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăраççĕ. Унтан траур кĕввипе вăрăм черетри çынсем, умлăн-хыçлăн утса, кăвар пек хĕмленекен гвоздикăсене Асăну хăми айне хураççĕ, кунтах ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» пайĕн Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕ те (начальникĕ _ Наиль Тепитов ) коллектив ятĕнчен корзинăпа чечек çыххи лартать. Акă шăплăх саманчĕ... Çĕнтерĕве çывхартнă милици ĕçченĕсене çиçĕмле хăвăртлăхпа аса илмелли, пуç таймалли самант...

Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕсем _ Алексей Андронов, Максим Пустынин _ вĕренекенсем параппан çапнă май «Вилĕмсĕр полк» юрра чун-чĕре хĕлĕхĕсене хускатса шăрантарчĕç.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи Хусанти Турă Амăш ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ, Игорь Корчаков иеромонах вара, кĕлĕ сăмахĕ каласа, Асăну хăмине çветтуй шыв сапса тасатрĕ-сăвапларĕ. ... Ăру хыççăн ăру килĕ округри йĕркелĕхе тытса тăма. Вĕсене чи кирли _ тăнăçлăх иккенне аса илтерекенни, уншăн мĕн пултарнă таран кĕрешме хистекенни вара Шăмăршăри полици уйрăмĕн стени çине çирĕплетнĕ Асăну хăми пулĕ...

Автортан. Питĕ пархатарлă ĕç ку! Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсене _ Аслă Аттелĕх вăрçинчен таврăнса службăна малалла тăснă çыннăмăрсене ĕмĕрлĕхе асра хăварни кирлех. Çапах та сĕнессĕм килет: çак сферăра вăй хунă фронтовиксенчен вăрçă хирĕнче выртса юлнисем те пур вĕт-ха, сахаллăн-и е нумаййăн-и _ вĕсен ячĕсене те Асăну хăмине кĕртмеллех. Ирĕклĕхшĕн, пирĕн пуласлăхшăн çапăçса пуç хунă çыннăмăрсене манмалла мар! Вăрçăран таврăнайман йĕркелĕх хуралçисене тимлĕхсĕр хăварар мар! Çакна тивĕçлĕ органсемпе тĕрлĕ шайри ертỹçĕсен шута илмеллех, ку енĕпе кирлĕ йышăну (ĕç) тумаллах!

Зинаида Свеклова.



18 апреля 2025
10:13
Поделиться