«Вăрçă ахрăмĕ» паян та янăрать
АСЛĂ ÇĔНТЕРỸ 80 çул тултарас умĕн округра тĕрлĕ мероприяти иртет. Акă Кивĕ Чукал ялĕн Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекенсене «Вăрçă ахрăмĕ» театрализациленĕ программăпа паллаштарчĕ. Ялти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене чуна хумхантармалла шăрантарчĕç, сăвă вуласа та, ташăпа та иртнĕ çулсене куç умне кỹрсе тăратрĕç. Шкул директорĕ Эльвира Можаева _ кивчукалсене чаплă программăшăн чĕререн тав тунă май _ çак тĕл пулу вĕренекенсене патриотизм воспитанийĕ панă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те палăртрĕ.