Вăрçă витĕр тухнă шăпасем
Халăх историйĕнче чи хаяр та хăрушă, темиçе миллион çын пуçне çинĕ хаяр вăрçă чарăннăранпа нумай çул иртнĕ. Вăрăма тăсăлнă çак асаплă вăрçă. Унăн йывăрлăхĕпе хăрушлăхне, çухатусене пирĕн çĕр-шывра кашни çемье _ çав шутра пирĕн çемье те _ туйнă. Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи Маловсен (Кĕске Петюкĕн) çемйинчен çĕр-шыва тăшманран хỹтĕлеме тăваттăн _ Владимир (Тимĕр), Василий (Ваççик), Александр (Санюк), Иван (Ванюш) _ тухса кайнă.
Манăн мăн асатте _ Владимир (Тимĕр) Петрович Егоров 1910-çулта çуралнă. Çемьере _ аслă ывăлĕ. Ялăн 4 класлă шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан ашшĕ-амăшне килти хуçалăхра пулăшнă. Çитĕнсе çитсен Тимĕре, çырăва лайăх пĕлекенскере, ял Советĕнче секретарь пулса ĕçлеме шаннă. Маловсем ялта нумай пулнă пирки Тимĕр хушаматне аслашшĕн ячĕпе _ Егоров _ çыртарать. Хĕсметре службăра пулнă вăл. Çул çитсен ялти хĕрпе _ Александра (Санькка) Александровна Шарушкинăпа _ пĕрлешет. Çамрăк хĕрарăм пĕрремĕш ачи çуралсан нумай пурăнаймасть, чирлесе вилет. 1938-çулта Валери çут тĕнчене килет. 1939-çулта Тимĕре фински кампание илсе каяççĕ. Унтан тăван киле чĕрĕ-сывă таврăнать.
Егоровсен çывăх тăванĕн Анатолий Александрович Семеновăн аса илĕвĕнчен: «Çуркунне йысна урампа мăнаçлăн утса пырать, тỹп-тỹрĕ, каçăр хăй. Шыв кỹлленчĕкĕ çине те пусать _ ури йĕпенмест. Урине яловăй атă тăхăннă иккен. Эпир, халиччен урана атă тăхăнса курманскерсем, тĕлĕнсе пăхатпăр. Кĕçех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Тимĕр арăмне _ Саньккана тата иккĕри ывăлне Валерие, ватă ашшĕ-амăшне хăварса июнĕн 26-мĕшĕнче фашизма хирĕç çапăçма тухса каять. Ачине аллипе çĕклесе: «Эп таврăнаймасан ман вырăна Валери ỹсет», _ терĕ. Вăрçа тухса каяс умĕн йысна пирĕн атте патне килчĕ те: «Пуçана, ыран вăрçа каятăп, таврăнасси пулайĕ-ши... Ку вăрçă питĕ хаяр пулать...» _ терĕ. Тен, чунĕ сиснĕ пуль таврăнаймасса. Паллах, вăл чухланă ку вăрçă хăрушă пуласса, мĕншĕн тесен хăй маларах фински кампанинче çапăçнă».
Тăшман Мускав патне çывхарсан Совет Союзĕ умне çав тери пысăк хăрушлăх тухса тăнă. Оборона комитечĕ пĕр тăхтамасăр кĕске вăхăтра Сăрпа Хусан хутлăхĕнче хỹтлĕх чикки тума йышăннă. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчен те çамрăксемпе хĕрарăмсем алла лумпа кĕреçе тата киркка тытса Улатăр тăрăхне окоп чавма тухса каяççĕ. Вĕсемпе пĕрле Тимĕрĕн арăмĕ Санькка та пулнă. Ачине хуняшшĕпе хунямăшĕ илсе юлаççĕ. Çапла, Владимир _ вăрçă хирĕнче, Санькка тылра тăшмана хирĕç кĕрешеççĕ. Шартлама декабрь уйăхĕнче ялтан окоп чавакансем валли апат леçме килнĕ çамрăк Саньккана Шăмăршă çар комиссариатне чĕнтерни пирки пĕлтерет. Çамрăк хĕрарăм ырă мара сиссе лавпа яла ларса таврăнать. Çар комиссариатĕнче Саньккана мăшăрĕ _ аслă сержант Владимир Петрович Егоров, разведчиксен взвочĕн командирĕ _ Ленинград облаçĕн Ичински районĕнче пуçне хуни çинчен пĕлтереççĕ. Владимир разведкăна кайсан аманнă иккен. Юлташĕсем ăна хамăрăннисем патне илсе çитернĕ. Йывăр сурансене пула Виçпỹрт паттăрĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çапла, ялта пĕрремĕш «хура хут» Егоровсен кил-йышне çитнĕ. 27-ри хĕрарăм тăлăха тăрса юлать. Салтак арăмĕн чăтмалла-тỹсмелле, ачашăн, пуласлăхшăн малалла талпăнмалла! Санькка колхозра конюхра ĕçлет, вăрман касма çỹрет, уйра тар тăкать. Арçын вырăнне ĕçленĕ. Миçе лав тырă леçмен-ши Канаша _ фронта ăсатма? «Лав çинче ларса пынă чух ал-ура витĕр шăнса каятчĕ. Ăшă тумтир пулман. Хытă чирлесен 40 укол тусан тин сывалтăм», _ тенĕ ал-ури сурнипе асапланнă мăн асанне. Нушаллă пулсан та, ывăлне тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ. Пĕр пĕчĕк пỹрте хуняшшĕпе хунямăшĕ патĕнчен уйрăлса тухнă тăлăх арăм. «Икĕ кашăк (пĕрин аври хуçăккипе хăйă çумне çиппе çыхнăччĕ), çур литр краççын. Çак «пурлăхпа» уйăрса кăларчĕç ачампа иксĕмĕре пăятампа пăянам», _ яланах аса илнĕ мăн асанне.
Валери (ман асатте) ял шкулĕнчен 7 класс пĕтерсен Шăмăршă вăтам шкулĕнче вăтам пĕлỹ илет, Вăрнарти совхоз-техникумра агронома вĕренсе тухать. Нумай çул хушши тăван хуçалăхра агрономра вăй хурать. Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕвне ỹстерет. Ял хуçалăх производстви аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн «Хисеп палли» ордена тивĕçет. Мăшăрĕпе пĕрле тăватă ывăла пурнăç парса çын тăвать. «Çемьере йыш хушăнсан _ мăнукĕсем авлансан, кĕçĕн мăнукĕсем çуралсан _ савăнăçпа асаннен куçĕ шывланатчĕ», _ аса илет атте мăн асанне сăмахĕсене. _ Пĕр Валерирен _ пĕр тымартан _ вун çичче çитрĕмĕр».
Владимир Петрович Егоровăн ывăлĕ _ Валериан Владимирович 1982-çулта Ленинград облаçне çитсе килчĕ, ашшĕн вил тăприне пуç тайрĕ. Ун çинчи тăпрана, тутăрпа чĕркесе, тăван ял масарне илсе килчĕ. Аякра канлĕх тупнă çывăх çыннине тăван кĕтесре асăнмашкăн май пур халĕ.
Иккĕмĕш ывăлĕ _ Василий (Ваççик) Петрович Малов 1914-çулта кун çути курнă. Ял шкулĕнче 5 класс таран вĕреннĕ. Ачаллах колхозра ĕçлеме пуçланă. Турă пỹрни тухсан Хайпăла ялĕнчен Улька ятлă хĕре качча илнĕ. Нумай та пурăнаймасть çамрăк мăшăр _ Василие Хĕрлĕ Çара службăна илеççĕ (1937 ç.). Артиллери полкне лекет вăл. 1937-çулхи сентябрьтен пуçласа 1941- çулхи январьччен 320- мĕш гварди минометнăй полкăн отделени командирĕн тивĕçне пурнăçлать.
1941-çулхи январьте аслă сержанта килне яраççĕ.
Васили тăван хуçалăхра ĕçе кỹлĕнет. Ĕмĕтсем _ пысăк, тумалли ĕç _ нумай. Çамрăк мăшăрăн пỹрт лартса ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухмалла. Шел, çутă ĕмĕтсене вăрçă ахрăмĕ татать. Василипе мăшăрĕ Улатăр патне окоп чавма каяççĕ. Унтан таврăнсан, ваттисем каланă тăрăх, Василий Егоров 16-17 çулхи яшсене фронта кайма хатĕрлет: стройпа утма, штыкпа çапăçма, ытти тĕрлĕ хăнăхăва алла илме. 1942-çулхи март уйăхĕнче хăй ылханлă вăрçа тухса каять. Апрельте арăмĕ çăмăлланать: Лидия ятлă хĕр çуралать. Çав вăхăтра хĕр пĕрчин ашшĕ Ленинград хулине нимĕçсенчен хỹтĕленĕ. Паттăр çапăçнă чăваш арĕ: Псков хули патĕнчи пĕр çапăçура танксене пемелли пăшалпа тăшманăн «мессершмитне» тĕп тăвать, уншăн ăна 3-степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăлаççĕ. Пĕр çапăçура аманать Виçпỹрт çынни, ăна контузи пулать. Строя тăрсан Латви, Литва, Эстони çĕрĕсене нимĕç фашисчĕсенчен тасатнă çĕре хутшăнать. Вăрçă чарăнсан, 1945-çулхи ноябрьте, киле таврăнать Василий Малов. Ун чухне пĕчĕк Лидя тăван ашшĕне палламан _ ăçтан паллатăр ĕнтĕ ăна пирвайхи хут курсан...
Василипе Улька тата виç ачине кун çути параççĕ. Василий хатĕрлев кантурĕнче агентра тимлет, ăста кăмакаçă (çынсене мĕн чухлĕ кăмакапа савăнтарман-ши!). Ачисем пурте тĕрĕс-тĕкел çитĕнеççĕ, çĕр-шывшăн усăллă çынсем. Николай ывăлĕ, сăмахран, Кỹкеçри кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕнче нумай çул хушши тăрăшнă, ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Василий Петрович чирлесе 74 çулта çĕре кĕнĕ.
Виççĕмĕш ывăлĕ _ Александр (Санюк) Петрович Малов. Вăл 1923-çулта çут тĕнчене килнĕ. Ялăн çичĕ класлă шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Унта чăвашсен пулас çыравçипе Константин Петровпа пĕрле ăс пухнă тата пĕр пỹлĕмре пурăннă. Константин Константинович аса илнĕ тăрăх, Саша Малов вырăс чĕлхипе литературине юратса вĕреннĕ. Ку предметсене Мария Дмитриевна _ Ухсай Яккăвĕн пулас мăшăрĕ _ вĕрентнĕ иккен. 1939- çулта Сашăпа Константин Ухсайсен туйĕнче те пулнă.
Нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕрсен 1941-çулхиавгустăн 11-мĕшĕнче Александр Малова Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Мускаври летчиксем хатĕрлекен шкула вĕренсе пĕтерсен Чкалово (халĕ _ Оренбург) облаçĕнчи Абдулино хулине янă ăна. А.Малов авиамеханик пулнă. Воронеж фронтне 465-мĕш истребительсен авиаци бригадине лекнĕ вăл: самолетсене вĕçеве хатĕрленĕ, вĕçев хыççăн тĕрĕслев ирттернĕ, юсанă.
1943-çулта Саратов хулинчи çар заводне яраççĕ авиамеханика. Кунта çĕнĕ йышши ЯК-1 тата ЯК-3 çар самолечĕсем туса кăларнă. Ăста инженер истребительсем çине электрооборудовани вырнаçтарнă.
1944-çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Александр Малова Совет Çарĕнчен капитан званийĕпе демобилизацилеççĕ. Мирлĕ пурнăçра Александр Петрович Хайпăла ялĕн 8 çул вĕренмелли шкулĕнче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентет. Юратнă профессийĕпе нумаях ĕçлеймест _ районта вĕреннĕ çынсем çитмен пирки ăна 1947- çулта Кивĕ Чукал колхозне ĕçлеме яраççĕ. Апрелĕн 3-мĕшĕнче «Мир» колхоз председательне суйласа лартаççĕ. Колхоза 1970-çулччен ертсе пырать ĕнерхи вĕрентекен. Кайран Шăмăршă райпо председателĕнче, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче _ учительте, Шăмăршăри ПМКра мастерта тимлет.
Мăшăрĕпе Нина Тимофеевнăпа 5 ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем _ пĕринчен тепри маттур. Кĕçĕн ывăлĕ Алексей акă çар летчикĕн профессине суйланă.
Александр Петровича ял çыннисем халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Вăл япшар чĕлхеллĕ, юрра-ташша маçтăр пулнă. Ял клубĕнче унран лайăх доклад тăвакан та пулман. 1993-çулта пултаруллă çын пурнăçран яланлăхах уйрăлать.
Кĕçĕн ывăлĕ _ Иван (Ванюш) Петрович _ 1925- çулта пирвайхи хут хăй çинчен сас панă. Ял шкулĕнче 7 класс таран вĕреннĕ. Унтан колхозра вăй хунă. Вăрçă пуçлансан 16-ри качча Улатăр патне окоп чавма илсе кайнă. Окоп нуши пĕтсен ял çыннисемпе пĕрле колхозра ырми-канми ĕçленĕ.
1943-çулта, 18 çул тултарсан, Ивана Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Пĕрремĕш Инçет Хĕвел тухăçĕн фронтне лекет Малов-кĕçĕнни. Маньчжурире Япони çарне хирĕç кĕрешет. И.Малова хăюлăхпа паттăрлăхшăн «Çапăçура палăрнăшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă.
Демобилизациленсен ял хĕрĕпе _ Марье Абульхановăпа пĕр çемье чăмăртать Иван. Тĕп килте мăшăрĕпе çĕр-шыва юрăхлă 4 хĕрпе 2 ывăл çуратса ỹстереççĕ.
Иван Петрович чир-чĕре пула 1980-çулта 55-рех çут тĕнчерен уйрăлса каять. Çурт никĕсне тытса пыраканĕ _ Андрей мăнукĕ. Ылтăн алăллăскер йывăçпа тимĕртен тем те ăсталать. Ун кил-йышĕ Виçпỹрт Шăмăршăра ĕçченлĕхпе те маттурлăхпа палăрса тăрать, аслă ăру çыннисен ятне çỹлте тытать.
Юлашкинчен çак тăватă паттăрăн ашшĕ Петюк (Петр Егорович Малов) çинчен каласа хăварам. Петр Малый (хушамачĕ малтан çапла пулнă) 1874-çулта кун çути курнă. Хресчен ачи пĕчĕклех суха тунă. Авланса тăватă ачана пурнăç парсан кил хуçине Пĕрремĕш тĕнче вăрçине илсе каяççĕ. Унта Петюк тыткăна лекет, Австри çĕр-шывĕнче 5 çул асапланать. «Нимĕçсем шлюзсене уçса ячĕç. Эпир утă капанĕ çине хăпарса хăтăлса юлтăмăр. Нумайăшĕ шывпа юхса кайрĕ», _ тыткăнри асап çинчен çапла каласа панине ас тăваççĕ ун мăнукĕсем. Çак тамăкран 1919-çулта çăлăнса таврăнать Виçпỹрт çынни. Арăмĕ калатчĕ тет: «Пачăшкăпа иккĕшĕ темле чĕлхепе калаçаççĕ _ эпĕ ăнланмастăп». Эпир вĕсем нимĕçле калаçнă пуль тесе шутлатпăр. Пилĕк çул хушшинче калаçма вĕренсе çитнĕ пуль ахăртнех. Петюк килне таврăнсан тата виçĕ ача çуралать. Хĕрĕ пĕчĕклех чирлесе вилет. Ултă ачи ырă-сывă çитĕнет.
Малов Петюкăн йăхĕ йывăç турачĕсем пекех сарăлса пырать. Мăнукĕсем 26-ăн, халĕ ĕнтĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, хăйсем те мăнуксемлĕ, анлă Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.
... Эпĕ Тăван çĕр-шывшăн тискер тăшманпа паттăрла кĕрешнĕ тăвансемпе мăнаçланатăп. Вĕсен патриотизмĕ яланах йăхран йăха куçса пырасса çирĕп шанатăп.
Л.Егорова, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн библиотекарĕ.