«Юлташсемшĕн тăшмана тавăрмалла ман...»

Ятарлă çар операцийĕнче тăракан ентешсем отпуска килнине пĕлсенех вĕсемпе тĕл пулма тăрăшатăн, фронтри лару-тăрупа паллашма васкатăн. Çапăçури салтакăн та, ăна тылра кĕтекенĕн те хăвăртрах вăрçа пĕтерес килет-çке. Кашни хỹтĕлевçĕн _ хăйĕн историйĕ, хăйĕн шăпи. Акă Октанпа (позывной) тĕл пулса калаçни чунăмра хăйне евĕр манăçми йĕр хăварчĕ.

... Редакцие çар тумĕллĕ хитре сăн-питлĕ яшпа кăн-кăвак куçлă çулланнă арçын килчĕç. Ашшĕпе ывăлĕ. Паллашрăмăр. Вăрман тăрăхĕнчи ялтан вĕсем. Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнче пурăнаççĕ. Ывăлне ашшĕпе амăшĕ унтах кĕтсе илнĕ. Салтак, çуралнă кĕтесшĕн ытла тунсăхланăран, инçе çула пăхмасăр ашшĕпе ывăлĕ тăван тăрăха таврăннă.

_ Тăван ялта ачалăхăм иртнĕ. Кунта кашни урампа çурт, кашни йывăçпа тĕм маншăн хаклă, сывлăшĕ сиплĕ, ăшă енчен вĕçсе килнĕ кайăк-кĕшĕк сасси чуна юрлаттарать, тус-тăванпа курса калаçни _ тахçан кĕтнĕ телей... Çулталăк пулманччĕ кунта. Чăваш чĕлхишĕн епле тунсăхларăм _ сăмахпа ăнлантараймастăп... _ кăмăлне яри уçрĕ Октан.

«Днепр» ушкăнпа пĕрле Херсон облаçĕнче тăрать ентешĕмĕр. Пĕртен-пĕр чăваш вăл кунта. Хăйсене пăхса-пулăшса тăракан майор кăна чăваш иккен. Унпа тĕл пулсан тăван чĕлхепе пуплеме май пур. Районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн (унти «Паттăрлăх» страницăна вулама тесе) темиçе номерне патăмăр та Октана _ вăл ăна майора вулаттарма шантарчĕ.

Район (округ) историне Октан паллă спортсмен пулнипе кĕрсе юлнă. Вăл Шăмăршăри «Туслăх» ФСК (халĕ _ спорт шкулĕ) çумĕнчи кĕрешỹçĕсен пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Республика шайĕнчи тата регионсем хушшинчи çивĕч кĕрешỹсене хутшăннă. Уйрăмах Канаш, Шупашкар, Пысăк Нагаткино (Ульяновск облаçĕ) ăмăртăвĕсем ăна çĕнтерỹ кỹнĕ. Район Акатуйĕнче чи вăйлă спортсменсене парăнтарса 1-мĕш вырăн çĕнсе илме те хăват çитернĕ. Çавăн пекех каччă шашкăлла тата шахматла ăста вылять, шкул çулĕсенче учительсене те çĕнтерме пултарнă.

ЧВКра (частная военная компания) контракт йĕркипе тăнă. Алăран йывăр аманнă, çур çул хушши сипленнĕ. Каллех контракт çырнă. 2022-çултанпах ятарлă çар операцийĕнче. Октан _ взвод командирĕн заместителĕ, ăна 30 салтак пăхăнса тăрать. Маларах, Днепр шывĕ хĕрринчи Крымки ялне илнĕ чух, разведкăра пулнă, «кайăкпа» (дронпа) ĕçленĕ. Халĕ ун взвочĕ хамăрăн штурмовиксене дронсенчен, пилотсăр вĕçекен аппаратсенчен хỹтĕлет, РЭБшăн (радиоэлектронная борьба) яваплă. Вăтăра çывхаракан чăваш чи хаяр çапăçусене хутшăннă. Бахмута (Артемовска) ирĕке кăларнă чух Бахмутпа Саледар патне пыракан çулсен юппинче нацистсене хĕç-пăшал илсе пырасран чарса лартнă. Çакăнта чи шанчăклă юлташĕсене çухатнине хурланса аса илчĕ мир салтакĕ.

... Херсон енче Раççей штурмовикĕсем атакăна кайнă чух вĕсем ларса пыракан «буханка» автомашинăна тăшманăн дронĕ йĕрленĕ. Пысăк хăрушлăх! Октан ертсе пыракан ушкăн (6 точкăра _ икшер çын) «кайăка» çапса антарнă, пирĕннисене çăлса хăварнă, вĕсене малалла каймашкăн çул уçнă. Халерех кăна-ха, Октанпа ăна пăхăнакансем йывăр лару-тăрăва лекнĕ: продовольстви илсе килнĕ чух икĕ хутчен вĕсене хурçă «кайăксем» тапăннă. Мĕн тетĕр _ çăлăнма май çук çĕртен çăлăннă пирĕннисем! Машина çинчи РЭБ хăвачĕпе тĕрĕс усă курса тĕрĕс-тĕкел юлнă. Кун пек чухне салтаксен чун çирĕплĕхĕ мĕнле пулмаллине кашниех ăнланать. Паллах, сержанта коллектива чăмăртама-ертсе пыма ертỹлĕх ăсталăхĕ, тỹрĕ кăмăллăх, вышкайсăр пысăк патриотизм пулăшни куç кĕрет.

Çар тивĕçне таса чунпа пурнăçланăшăн, çапăçусенчи хăюлăхпа паттăрлăхшăн пирĕн ентеше тĕрлĕ медальпе наградăланă. Вĕсем: «ЧВК проекчĕн участникĕ», «СВО участникĕ», «Йывăр аманнăшăн» (1-степень), «Бахмут мясорубки», «Хăюлăхшăн» (2 хутчен). Кунсăр пуçне «Донецк Халăх Республикин Геройĕ» ята тивĕçнĕ (ăна çывăх вăхăтра памалла).

_ Раççей Оборона министерстви витĕм кỹнипе пирĕн çи-пуçа, атă-пушмака улăштарса тăма май пур. Гуманитари япалисемпе тивĕçтерни питĕ савăнтарать, _ каласа парать СВО участникĕн паттăрĕ. _ Маскировка сетки, дронран хỹтĕленмелли утиялпа плащ _ фронтра пысăк пулăшу, вĕсем пирĕншĕн _ шанчăклă хỹтлĕх. Тылри хастар халăха пире пулăшса тăнăшăн мĕн пур салтак ятĕнчен чĕререн тав тăватăп. Фронтра та, тылра та çынсен патриотизмĕ вăйлансах пырать. Çакă _ чи кирли.

Контрактник _ никамран, нимрен хăраман кĕрешỹçĕ. Броня жилет кĕсйисене 12-шер магазин, «маргарин» патронсем, 4_6 граната, кинжал, аптечка хурсан-тултарсан, хыçа рюкзак çаксан хускалма та пĕртте çăмăл мар. Çав хушăрах РЭБпа тỹпене сăнаса тăмалла, пĕр «кайăка» та куçран вĕçертмелле мар, çийĕнчех тĕп тумалла. Унсăрăн Раççей штурмовикĕсем тавăрайми çухату тỹсме пултарĕç. Çар задачисене тĕрĕс те хăвăрт пурнăçламашкăн ял ĕçĕнче те спортра пиçĕхни, хăйне пăхăнса тăракан кашни салтакшăн яваплă пулни, тăнăçлăха çывăхлатас туртăм Октана чăтăмлă та тимлĕ, асăрхануллă пулма хистеççĕ.

_ Вăрçă пĕтмесĕр, нацистсене çапса аркатмасăр таврăнмастăп. Манăн _ çапăçура пуç хунă юлташсемшĕн тавăрмалла. Эп _ çĕнтерме тухнă, _ тесе сыв пуллашрĕ пирĕнпе Октан. _ Çĕнтерỹ пирĕн енче пулать!

Çак сăмах çумне мĕнех хушса калайăн... Чăн-чăн ПАТРИОТ сăмахĕ ку.

Зинаида Свеклова.



18 апреля 2025
11:20
Поделиться