Çар ĕçне пĕлни яланах кирлĕ
ÇИТĔНЕКЕН ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси паян уйрăмах çивĕч ыйту шутланать. Самана лăпкă мар чухне çĕр-шыва хỹтĕлеме яланах хатĕр тăмалла.
Вĕренекенсене çар ĕçне хăнăхтарас тĕллевпе Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕ çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри «Ворошилов стрелокĕ» фестивалĕн муниципалитетри ăмăртăвне ирттерчĕ. Унта округри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсенчи 4 команда хутшăнчĕ.
Судьясен коллегийĕ _ ăмăрту кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе _ пĕрремĕш вырăна Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн командине пама йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Шăмăршă тата Палтиел вăтам шкулĕсен спортсменĕсем.
«Ворошилов стрелокĕ» ăмăрту çĕнтерỹçи апрелĕн 24-мĕшĕнче Шăмăршă округĕн чысне республика шайĕнче хỹтĕлерĕ.