Чăваш тĕнне упраса хăварнă йăх

Чăваш тĕнне упраса хăварнă йăх

«Çемье историне упранă май çĕр-шывăмăрăн историне те упраса хăварăпăр. Пирĕн вăйăмăр _ пĕрлĕхре, хурçă пек шăраннă чун çирĕплĕхĕнче».

Яна Блынская, сăвăç.

Шупашкарти «Своя типография» ООО пулăшнипе халĕрех пĕр тăван Анатолий, Виталий, Михаил Ухтияровсен «Наши предки и сородичи» кĕнеки кун çути курчĕ.

Округ çыннисем Ухтияровсене лайăх пĕлме кирлĕ: вĕсем _ Виçпỹрт Шăмăршă çыннисем. Анатолий Ильич _ юридици наукисен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ, «Родимый край _ село родное», «Юрист с душою творца» кĕнекесен авторĕ; Виталий Ильич _ Шăмăршă районĕнче строительство организацийĕн тĕп инженерĕнче, район администрацийĕн тĕп специалистĕнче вăй хунă, районти техника инвентаризацийĕн бюровĕн (БТИ) йĕркелỹçисенчен пĕри, ĕç ветеранĕ; Михаил Ильич _ «Чăвашпотребсоюзăн» Шăмăршă райповĕн правленийĕн ревизорĕнче 30 çул ытла тимленĕ ĕç ветеранĕ. Вĕсем ку кĕнекене хăйсен ашшĕне _ иккĕмĕш тĕнче вăрçин участникне _ 110 çул тултарнă ятпа халалланă.

Кĕнекене Виçпỹрт Шăмăршăра пуçланса кайнă, халĕ çак ялта, Тури Чаткасра, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан Ухтияровсен йăхташĕсене халалланă. Архив, ЧР Шалти ĕçсен министерстви, ЧР Прокуратури, Чăваш АССР Верховнăй сучĕн, СССР Халăх комиссарĕсен шалти ĕçĕсен приказĕсем, Виçпỹрт Шăмăршă çыннисен аса илĕвĕсем Ухтияровсен ăру-несĕлĕн шăпине тĕрĕс те чуна витермелле йĕрленĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕнĕ Кахăрлă вулăсĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн чĕлхе тĕнĕпе пурăннă несĕлĕсем çинчен авторсем истори факчĕсемпе тĕрĕс усă курса çырма тăрăшнă. Авторсен пуçарăвĕпе пар- хатарлă ĕçĕ Пĕтĕм Раççейри «Манăн йăх» проектпа килĕшỹллĕ.

Кĕнеке виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшне Ухтияровсен йăхĕнче çурт-йĕре, пурлăха тустарнипе тертленнĕ Илендей Федоровичпа мăшăрĕ тата вĕсен хỹтлĕхĕсĕр юлнă тăватă ачине халалланă. Вĕсем пирки çырнине лăпкăн вулаймăн. Вырăнти влаçăн чунсăрлăхĕ, самана синкерлĕхĕ алă вăйĕпе тунă-пухнă пурлăх хуçисене халăх тăшманне çавăрни _ истори тĕрĕслĕхĕ. Иккĕмĕшĕнче Ухтияров Леонтий Васильевичпа ултă ачи пирки сăмах пырать. Виççĕмĕшĕнче Этхем хĕрĕ Мария Ефимовна Ухтиярова (Егорова) аса илĕвĕ валли вырăн уйăрнă.

Ухтияровсен тăватă ăру-несĕл йывăççипе (генеологическое древо) паллашма мĕнешкел кăсăклă! Йăхра асли _ Ухливан Питаков (1808 çç.). Кунта тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем нумай тĕл пулаççĕ: Ахтиер, Кульпинес, Ухтиер, Ментюш, Несихва, Сепите, Велюш, Хемит, Велит, Эпти, Серпи... Кашни ăрăвăн _ хăйĕн йывăççи. Туратран турата тăсăлакан схема паянхи Ухтияровсем патне çитерет.

Ăру-несĕл çыннисен сăн ỹкерчĕкĕсемпе докуменчĕсем, пурнăç тĕкĕрĕ пек, куç умне йышлă та пултаруллă Ухтияровсене кăлараççĕ. Пĕтĕмлетỹ пайĕ вара пире Ухтияровсен аслă ăрăвĕ çут çанталăкпа унти вăйсене пуç тайнине, чĕлхе тĕнĕпе çыхăннă авалхи йăла-йĕркене тытса пынине ăнланма май парать. Акатуй, çумăр чỹкĕ, уй-чỹк, çĕр вăрлани, авăн пăтти, хĕр аки, юпа (хурлăхлăх кунĕ), пĕрлештерни (халь вилнĕ çыннăн чунне 40 кун хыççăн маларах вилнисен чунĕсемпе пĕрлештерни) _ çак йăла- йĕрке çинчен вуласа чăваш халăхĕн иртнĕ ĕмĕрсенчи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн паллашма пулать.

«Наши предки и сородичи» _ Ухтияровсен кун-çул кĕнекийĕ çеç мар, район, республика тата çĕр-шывăмăрăн историйĕпе чăнлăхĕ те. Кĕнекене вуласан ăс-хакăлпа та чун-чĕрепе пуянланатăн, ăру-несĕл историйĕпе кăсăкланакан çынсем пурришĕн мăнаçланатăн. Паллах, хамăрăн йăх историне тĕпчесе-тишкерсе çырас шухăш та тĕвĕленет. Çак туйăм-тĕллев санра та çуралатех, тусăм. Вуласам кĕнекене...

Зинаида Свеклова, ЧР хисеплĕ таврапĕлỹçи.



25 апреля 2025
16:05
Поделиться