Ешерĕ çамрăк вăрман

ВĂРМАНÇĂСЕМШĔН халĕ хĕрỹ тапхăр: çут çанталăк пуянлăхне ỹстерес тĕллевпе çамрăк хунавсем лартса чĕртмелле.

Шăмăршă лесничествинче çуркунне 45,4 гектар вăрман культури лартса хăварнă, çавăн пекех унччен лартнă 64,3 гектара çĕнĕрен хушнă. Вăрман питомникĕнчи 205,85 пин хунавпа усă курнă. Çитес çул валли 1 гектар йывăç вăрлăхĕ акнă.

Пĕлсе тăма: Чăваш Республикинче «Экологи» Наци проектне пурнăçласа юлашки ултă çул хушшинче 7,5 пин гектара яхăн вăрмана çĕнетнĕ. Республикăра пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 162,7 гектар йышăнакан 11 питомник ĕçлет. Юлашки виçĕ çул хушшинче вĕсем 20,2 миллион штук çамрăк хунав çитĕнтернĕ.



25 апреля 2025
12:03
Поделиться