Хăравçă çын каймасть вăрçа

Хăравçă çын каймасть вăрçа,

Нихçан тытмасть алне пăшал.

Тăван çĕр-шывшăн çапăçсах

Ăна кĕреймĕ чун-хавал.

Эс _ урăх çын. «Эс _ арăслан», _

Тесе калас килет сана.

Çук. Парăнма эс хăнăхман.

Ларт вырăна халь тăшмана.

Пулсан та çумăр е тăман _

Сыхламаллах Тăван çĕре.

Пĕрре те тĕлĕрмест тăшман,

Çапах сĕвеймĕ вăл тире.

Раççей салтакĕ ĕмĕрех

Пулайнă вăйлă та патвар.

Шанса тăратпăр: пур пĕрех

Юлать ак тăшманран кăвар.

Надежда Чечекпи, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.



25 апреля 2025
12:20
Поделиться