Иван Яковлев тата Шăмăршă тăрăхĕ

«Ан манăр, çакна ас туса тăрăр. Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхине сивлемесен çеç халăх чун-кăмăлне хăвăр ăшăра хывма пултарăр». (Иван Яковлевич Яковлев «Чăваш халăхне» панă Халалтан).

ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН аслă вĕрентекенĕ тата общество деятелĕ Иван Яковлевич Яковлев çĕнĕрен çĕнĕ ăрусен чун-чĕрине çуттăн та тарăннăн кĕрсе юлакан çынсенчен пĕри пулса тăрать. Вăл пирĕн халăха çутта кăларас тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕç тунă, чăвашсене хуçалăхпа культура енчен вырăс халăхĕпе пĕр шая çитерес тесе тăрăшнă. Раççей халăхĕсем хушшинчи туслăхпа пĕр танлăха çирĕплетессишĕн ырми-канми ĕçленĕ.

И.Я.Яковлев шучĕпе, пĕтĕм халăх пурнăçне тỹрлетес ĕçре лайăх шкулсем туни пĕрремĕш утăм пулса тăрать. Вĕрентỹ содержанийĕ, уншăн пулсан, пĕтĕмпех халăх интересĕсене пăхăнса тăмалла.

И.Я.Яковлевшăн ĕç çеç çамрăк ăрăва тĕрĕс çитĕнтерме май парать. «Ĕç _ çамрăксене çитĕнтерессин никĕсĕ», _ тесе çырнă вăл В.И.Ленин патне 1919- çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче.

Иван Яковлев кун-çулĕпе интересленнĕ май пирĕн Патриархăмăр Шăмăршă тăрăхĕпе тачă çыхăну тытни палăрчĕ.

1868-çулта вăл чăваш хресчен ачисене учитель ĕçне хатĕрлес шутпа Чĕмпĕрте шкул уçнă. Ку шкулта малтан тăватă ача çеç пулнă, çав шутра иккĕшĕ _ Шăмăршă тăрăхĕнчен. Ку _ ахальтен мар: Иван Яковлевич пултаруллă çынна витĕр курнă, ку ача вĕренсе тухсан тăван халăха пысăк усă кỹме пултарасса çирĕп шаннă.

Акă мĕн çырать Иван Яковлевич хăйĕн «Аса илĕвĕнче»: «...Эпĕ Рекеева уес училищин 1-мĕш класне вĕренме кĕмешкĕн хатĕрлесе çитертĕм. Çак вăхăтра _ 1868- çулхи Раштав тĕлĕнче _ Чĕмпĕре эпĕ чĕннипе Пăва уесĕнчи Чукал ялĕнчен вырăс ачи Исаев персе çитрĕ. Эпĕ унпа Пăрăнтăкри училищĕре паллăшнăччĕ.

...Ун хыççăн _ каллех эпĕ ỹкĕтле- ỹкĕтле чĕннипе _ пĕр пус укçасăр тата кивĕ тум-тирпе Пăчăрлă Пашьелĕнчи чăваш ачи Егор Андреевич Улюкин килчĕ. Эпĕ ăна та хамах тăрантарса усрама тытăнтăм...»

Архив докуменчĕсемпе ĕçленĕ май аса илỹре Иван Яковлевич кăштах йăнăшнине асăрхарăм. Тĕрĕссипе, Рекеев хыççăн Чĕмпĕре Улюкин килнĕ (1869- çулхи мартăн 11-мĕшĕнче), Исаев вара çав çулхи кĕркунне çеç çитнĕ.

Иван Исаева Яковлев маларах паллани çинчен çырни _ тĕп-тĕрĕс. Исаевăн ашшĕ _ пултаруллă тимĕрçĕ _ пĕр вăхăт Пăрăнтăкра ĕçленĕ. Тимĕрçĕ хăйпе пĕрле ывăлне те ĕçе хăнăхтарнă. Шăпах çавăн чухне çывăхланнă та ĕнтĕ Яковлевпа Исаев.

«Пỹпе пĕчĕк арçын ача çав тери вăр-варччĕ, _ аса илсе çырнă И.Я.Яковлев. _ Иван Исаев Алексей Иванович Баратынскипе иксĕмĕр валли тимĕртен эрешлесе питĕ илемлĕ ура хырмалли хатĕр ăсталаса пачĕ» (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ (ГАУО). Ф.134. Оп.7.Д.70.Л.23).

Вулакана Алексей Иванович Баратынскипе те паллаштарар. Алексей Иванович Пăва уесĕнчи Пăрăнтăкри удельни училищин заведующийĕ пулнă, Иван Яковлевичпа туслă çыхăну тытнă.

1870-çулхи çулла Иван Яковлев Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсене çитсе курнă. Çав çулхи августăн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕрти гимнази директорĕ патне çырнă çырура Иван Яковлевич хăйĕн шкулне Пăва уесĕнчи Чаткас ялĕнчен икĕ арçын ачана вĕренме илесси çинчен пĕлтернĕ.

Иван Яковлевич Шамккайри земство училищинче экзаменсене те хутшăннă. Шамккай чиркĕвĕн священникĕ Андрей Нечаев 1870-çулхи августăн 24-мĕшĕнче хăйĕн воспитанникне Чĕмпĕрти чăваш шкулне йышăнма ыйтнă.

«Эсир пирĕн патăмăрта экзамен йышăннă чух эпĕ Сире çав тери ăслă пĕр чăваш ачине кăтартнăччĕ, _ çырать Шамккай пачăшки. _ Енчен те Эсир ăна уес училищине вырнаçтарма пултара- тăр пулсан, кун пирки мана пĕлтерме ыйтатăп. Эпĕ вара çак ачана мĕнпе те пулин Чĕмпĕре лартса яма тăрăшăп».

Иван Яковлевичăн шкулĕнче пĕлỹ илнĕ ачасенчен пĕрне çеç Пăва земстви стипенди тỹлесе тăнă, мĕн пур тăкак Яковлев çине тиеннĕ. Ачасен шучĕ ỹснĕçем ỹссе пынă май Иван Яковлевич Хусан вĕренỹ округĕн попечителĕ П.Д.Шестаков патне пулăшу ыйтса çыру çырать. Çакăн хыççăн _ 1871- çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Пăва уесĕн земство пухăвĕ Иван Яковлевичăн виçĕ вĕренекенне çулталăкра 80-шар тенкĕ стипенди тỹлесе тăма йышăнать.

Чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Я.Яковлев, кĕпĕрнери халăх училищисен директорĕ И.Н.Ульянов тата Пăва уесĕнчи училищĕсен совечĕн председателĕ А.И.Баратынский тăрăшнипе Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенчи ялсен училищисенче (низшие училища) лару-тăру лайăхланма пуçлать. 1876-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Палтиел училищинче _ 48, Анат Чаткас училищинче _ 43, Шăмăршă училищинче _ 50, Шамккай училищинче 66 ача вĕреннĕ. Пурĕ _ 156 арçын ачапа 51 хĕр ача.

Иван Яковлевич тỹрремĕнех тăрăшнипе чăваш ачисене Чĕмпĕрти шкулта ятарлă педагог хатĕрлĕхĕ илнĕ вĕрентекенсем пĕлỹ пама пуçлаççĕ: Чаткасра _ Степан Акимов, Палтиелĕнче Константин Веков тата ытти те. Степан Акимова Турхан училищине ĕçлеме куçарсан ун вырăнне Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ Василий Алексеева шанаççĕ.

«Василий Алексеев чăвашла çеç мар, тутарла та лайăх пĕлет, ял пурнăçне юратать», _ çакăн пек хакланă хăйĕн воспитанникне ĕçе вырнаçтарнă чух Иван Яковлев.

Шăмăршă тăрăхĕнче ял училищисене пĕтернисенчен нумайăшĕ малалла Чĕмпĕрте ăс пухнă: 1868-1875-çулсенче 30 çамрăк чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

Иван Яковлевичăн чи юратнă вĕренекенĕсенчен пĕри Павел Михайлов (Анат Чаткас) 1889-çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче пуçламăш училище уçма пултарнă. Пăчăрлă Пашьелĕнче темиçе çул ĕçленĕ хыççăн Павел Михайловича Пулмантăш (Çĕнĕ Чукал) училищине куçараççĕ. Унпа пĕрлех Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчи хĕрсен училищине пĕтернĕ Феодосия Михайлова та ачасене вĕрентме пуçлать.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Матвей Яковлев _ Асанкассинче, Михаил Дмитриев Палтиелĕнче пĕлỹ панă. Иван Яковлевич тăрăшнипех Палтиелĕнчи Тимофей Матвеев, Никишинăри Степан Воронцов, Шăмăршăри Андрей Егоров, Виçпỹрт Шăмăршăри Николай Митрофанов Пăва земствин стипендине илсе тăма пуçлаççĕ.

ХХ-ĕмĕр пуçламăшĕнче Шăмăршă тăрăхĕнче çак шкулсем ĕçленĕ: Пулмантăшра _ пĕр класлă министерство шкулĕ, Улмаллăра _ земство шкулĕ, Шамккайра _ земство шкулĕ, Кивĕ Чукалта _ чиркỹпе прихут шкулĕ, Пăчăрлă Пашьелĕнче _ земство шкулĕ, Асанкассинче _ пĕр класлă министерство шкулĕ, Виçпỹрт Шăмăршăра _ чиркỹпе прихут шкулĕ, Пуянкассинче _ чиркỹпе прихут шкулĕ, Шăмăршăра _ земство шкулĕ, Палтиелĕнче _ земство шкулĕ, Тури Чаткасра _ хĕрсен министерство шкулĕ, Анат Чаткасра _ земство шкулĕ, Ирçе Тĕккинче чиркỹпе прихут шкулĕ. Кусемсĕр пуçне Карапай Шăмăршăра, Васанта тата Патирекре грамота шкулĕсем (Школа грамоты) пĕлỹ панă.

И.Я.Яковлев чăваш халăхĕн наци ỹсĕмне ертсе пыракан, ăна хавхалантаракан пулнă. Вăл нумай çул хушши ертсе пынă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен малтанхи чăваш композиторĕсем, поэтсемпе писательсем, артистсем, художниксем, ученăйсем, общество ĕçченĕсем вĕренсе тухнă. Шăмăршă тăрăхĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче çунат илнĕ Çтаппан Лашман писательпе (Патирек), Капитолина Эсливанова опера юрăçипе (Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнчи лесник картунĕ), хамăрăн хисеплĕ кĕрỹпе _ Капитолина Эсливановăн мăшăрĕпе Степан Максимов композиторпа тата ытти паллă çынпа тивĕçлипе мухтанма пултарать.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче упранакан документсемпе усă курнă).



25 апреля 2025
15:23
Поделиться