Касатпăр, касатпăр йăмрине, манас марччĕ ял çаралнине...

ÇАК кунсенче Кивĕ Шăмăршă ялĕнче пулма тиврĕ. Свердлов урамĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчи чи нумай йывăçлă урамччĕ вăл. Халĕ çаралса юлнă: ватă йăмрасене касса йăвантарнă та, ял сăн-сăпачĕ пачах улшăннă.
Чăнах та, çапла тунишĕн никама та ятласшăн мар: армак-чармак ỹсекен йывăç хуçăлса анас хăрушлăх та пур, вăйлă çил вăхăтĕнче электричество пăралукĕсене перĕнсе инкек пуласси те часах.
Çапах та эпир чăваш ялĕ йăмраллă теме хăнăхнă. Ĕлĕкхи ватăсем пĕрре те ăссăрла хăтланман: ял урамĕнчи йăмра, илем кỹнисĕр пуçне, вут-кăвартан хỹтĕленме те кирлĕ тенĕ. Çавăнпах çамрăксене те йывăç лартма хушнă. Çырма- çатра хĕрринчи йывăç-тĕм çыран ишĕлесрен сыхланă.
Касатпăр, касатпăр _ çамрăк йывăç лартатпăр-и-ха? Шел те, Свердлов урамĕнче те, ытти касăра та çакна асăрхамарăм. Тен, каярахпа пуçăнĕç? Йăмрана тиркетпĕр пулсан, вăрмантан çăка, пилеш е ытти йывăç кăларса килсен аван пулĕччĕ. Çак ĕçе шкул ачисене те явăçтарма пулать.
Эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн чи ырă пулăмĕсенчен пĕри йывăç лартса чĕртни тесе шутлатăп. Ватăраххисем ас тăваççĕ-ха: районти кашни колхоз, шкул, предприяти сад пахчи лартнăччĕ. Улми-çырлине сутса укçа тăвассишĕн çеç мар, халăхшăн _ уйрăмах ача-пăчашăн _ лайăх пултăрччĕ тенĕ.
Виçпỹртсем _ «Кошкин садне», пашьелсем _ «Шикин садне», энтĕрьелсем _ «Усьман садне», чаткассем «Фадеев садне» халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Çынни тахçанах çĕр çинче çук пулин те, ырă ячĕ юлнă. Виçпỹртсем Павел Падиаров _ Панькки тете йăмрисене те асран кăлармаççĕ. Кивĕ Шăмăршăра Герман Ларшников çырма-çатра хĕррине лартнă йывăçсем те _ халăх куçĕ умĕнче.
Эпир _ çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнакансем _ хамăр хыççăн мĕн хăварăпăр-ха? Урамри йывăçа касса вакларăмăр, ырă ĕç турăмăр тетпĕр. Анчах çĕннисене лартма хăçан шутлатпăр? Мĕн, йывăç шырама вун-вун çухрăма каймалла-и? Вăрманĕ _ юнашарах, питомникĕ те _ хамăрăн.
Кайса курăр-ха вăхăт тупса пирĕнпе кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районне. Район центрĕ _ хулари илемлĕ парк пекех. Йывăçпа тĕмсĕр пуçне хитре чечексем те лартса çитĕнтереççĕ. Кивĕ Çĕпрел урамĕсенче пĕр качака та, пĕр чăхпа хур- кăвакал та кураймăн _ çỹретмеççĕ вĕсене ирĕкре. Илеме пĕтерме памаççĕ.
Йĕркене вырăнти влаçăн тумалла тетпĕр. Мĕн, пирĕн влаç çук-и? Ял территори уйрăмĕсен ĕçлемелле те ĕнтĕ тирпей-илемшĕн. Халăхпа ĕçлемелле, ăнланма тăрăшманнисене саккун вăйĕпе хистемелле.
Çĕпрел тăрăхĕнче район центрĕ çеç мар, кашни ял _ йывăçлă. Ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартнă çамрăксен ячĕпе аллея лартса чĕртнĕ. Йывăçсемпе тĕмсене шкулсем шефа илнĕ.
Эпир вара Мускав е Шупашкар хушасса кĕтсе пурăнатпăр. Ĕлĕк Сталин хушнипе хире хỹтĕлемелли вăрман тăрăхĕ (посадка) лартнă. Халĕ пире кам ăс памалла? Хамăр ăспа, хамăр пуçару кăтартса атьăр-ха эртелпе-йышпа йывăç лартма тухар, сад ĕрчетсе çут çанталăка илемлетер!
Унччен районта-округра эколог пурччĕ, çуркуннепе кĕркунне йывăç лартмалли уйăхлăх йĕркеленĕ. Халĕ çак должноçа та пĕтерчĕç пулмалла. Çапла вара экологи ĕçĕ хăй тĕллĕн çеç пулса пырать, ĕç курăнсах та каймасть. Ял территори уйрăмĕсем _ округ çине шанса, округрисем _ Шупашкар хушасса кĕтсе пурăнни хытă сисĕнет.
Капла ĕç каймасть, юлташсем! Тутарсем: «Жил исми яфрак селкенми» (чăвашла: «Çил вĕрмесен çулçă хумханмасть», _ теççĕ. Ун пек те, кун пек те юрать тесе пурăнсан ырă ĕç нумай тăваймăпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.