Çăкăр музейĕнче пулчĕç

ÇАК кунсенче Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Патăрьелне çитсе «Çăкăр» историпе этнографи музейĕпе паллашрĕç.

Музейра упранакан хаклă экспонатсем хресченĕн авалхи тата хальхи пурнăçĕ çинчен каласа параççĕ. Вĕренекенсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсене сăнлакан экспонатсене уйрăмах хумханса пăхрĕç. Экскурси пурне те килĕшрĕ. Çакăн пек музей хамăрăн Шăмăршă округĕнче те йĕркелесен çав тери лайăх пулĕччĕ.



25 апреля 2025
12:04
Поделиться