Куççуль кăларакан спектакль
АСЛĂ ÇĔНТЕРỸ пулнăранпа 80 çул çитет пулин те, вăрçă теми паян та чуна ыраттарать. Совет халăхĕн фронтри тата тылри паттăрлăхĕ _ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче.
Шăмăршăри Халăх театрĕ Çĕнтерỹ юбилейĕ ячĕпе Алексей Толстой писатель калавĕ тăрăх хатĕрленĕ «Вырăс чунĕ» («Русская душа») спектакле сцена çине кăларчĕ. Режиссерĕ _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Львова.
Спектакльти лару-тăру 1944-çулта пулса иртет. Йывăр аманнă хыççăн госпитальте выртса тухнă салтак тăван килне таврăнать. Шел те, вăрçă суранĕсене пула сăн-пичĕ улшăннă çынна амăшĕ те, ашшĕ те, арăмĕ те палласа илеймеççĕ...
Спектакльте вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янăраççĕ. Максим Пустынин, Эльза Полякова, Федор Малов, Марина Ефимова артистсем хăйсен ролĕсене питĕ ĕненмелле, куçран куççуль кăлармалла выляççĕ.
Халăх театрĕн артисчĕсем «Вырăс чунĕ» спектакле Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче лартса пачĕç.