Мăнкун тивлечĕпе савăнчĕç
Чăваш чĕлхи эрни пынă май тата Аслă Мăнкуна чысласа Анат Чаткас тĕп шкулĕнче чаплă уяв иртрĕ. 2, 4, 5, 6, 9-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем вĕренекенсемпе учительсене тата ашшĕ- амăшне Мăнкун йăли-йĕркине кăтартса пачĕç. Чăваш наци тумĕллĕ хĕрачасемпе арçын ачасем тĕнпе çыхăннă йăла-йĕркене куракансен умне питĕ ĕненмелле те хитре кăларса тăратрĕç. Чĕрĕ те сăнарлă пуплев, çепĕç юрă, чăваш кил-çурчĕн ăш-чиккине евĕрлекен декораци уява чăн пурнăçри пекех ирттерме пулăшрĕç.
Анат Чаткасри Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Иван Калмыков уява хутшăннисене чĕререн тав турĕ, асанне-асаттерен куçакан уявсемпе йăла-йĕркене упрама чĕнсе каларĕ, ачасене пылак çимĕçпе сăйларĕ.
Уяв çамрăк артистсем куракансене çăмартапа хăналанипе вĕçленчĕ, пурин чун-чĕрине те савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ.
Г.Лукиянова, Анат Чаткас тĕп шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ.