Мăнкуна чысласа _ сăвă-юрă

Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ çумĕнчи Вырсарни шкулне (ертỹçи _ Татьяна Долгова) çỹрекенсем, вырăнти юрăçсем _ Галина Габитовăпа Лилия Макарова ялăн тĕп Культура çуртĕнче чаплă уяв ирттерчĕç. Вĕсем, Аслă Мăнкуна чысласа, куракансен кăмăлне çĕклемелĕх сăвă-юрă янратрĕç. Чиркỹ настоятелĕ Георгий Хитров протоиерей тĕн йăли-йĕркине тытса пынăшăн çамрăк ăрăва тав турĕ, пĕветнĕ çăмартапа хăналарĕ. Уява Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹри экскурси тăсрĕ. Унтан ачасемпе аслисем трапеза çуртĕнче пылак çимĕçпе чей ĕçрĕç. _ Христос чĕрĕлнĕ! Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ! _ сăмахсем çине-çинех янрарĕç, кашнин чун-чĕрине çунатлантарчĕç.

Р.Минеева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Палтиел ялĕ.



25 апреля 2025
15:56
Поделиться