«Ĕçĕмĕр вăхăтлă та вырăнлă пултăр...»

«Ĕçĕмĕр вăхăтлă та вырăнлă пултăр...»

Ятарлă çар операцийĕнче тăракан салтакăмăрсене пулăшакансен йышĕ ỹссех пырать. Фронта, çар госпитальне, вăрçа пула инкек тỹсекен регионсене гуманитари япалисем пухса ăсатасси хăнăхнă ĕç пулса тăчĕ Шăмăршă округĕшĕн.

Гражданла тĕрĕс позици йышăнса, йывăрлăхри-инкекри çынсен хуйхи- асапне чĕре патне илсе, пирĕн тăрăхри ял-паççулкка çыннисем маскировка сетки çыхассине, апат-çимĕç, çи-пуç, ĕç хатĕрĕсем, строительство материалĕ тата ыттине хатĕрлессине пирвайхи тивĕç вырăнне хураççĕ.

Анат Чаткас ял территори уйрăмĕ хăйне евĕр хавалпа палăрса тăрать. Анат Чаткас ялĕн тĕп Культура çуртĕнче хỹтлĕх карри çыхасси вăй илчĕ. Людмила Николаева волонтер ертсе-йĕркелесе пынипе кунта пенсионерсем, май пур чух _ шкул ачисем сетка хыççăн сетка çыхаççĕ. Вăхăта сая ярас мар тесе, ватăсемпе ĕçе çỹременнисем килте хăю касса хатĕрлеме пикеннĕ; Альбина Сергеевăпа шкула çỹрекен хĕрĕ Кира акă ĕнесене улăхра çитернĕ чух та хăю касма май тупаççĕ. Хĕрлĕ Васан паççулккинче вара хĕрарăмсем пĕр-пĕрин патне пухăнса хỹтлĕх карри янтăлаççĕ, юрла-юрла ĕçленĕçем ушкăн ĕçĕ те ăнать.

Патирек ялĕн чăвашĕпе тутарне тата вырăсне туслăх кăна мар, пĕрлехи ĕç те пĕр тĕвве çыхнă. Ялти Культура çуртĕнче ĕç кунĕ вĕçленсен пухăнаççĕ те кунта мĕн хатĕр пуличчен маскировка сетки хатĕрлеççĕ.

Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕсем ăна черетленсе кăнтăрла тата каçхине çыхнине кашниех пĕлет. Округ центрĕнчен тата Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă ялĕсенчен кунта хĕрарăмсем ĕçе çỹренĕ пек çỹреççĕ. Вĕсен чăтăмлăхĕпе вăр-варлăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Çĕвĕçсемпе çĕвĕ ĕçне юратакансем тăшманăн дронĕнчен хỹтĕленмешкĕн хĕрсех утиялпа плащ тата хул (ура) çине тăхăнмалли-çыхмалли уйăру палли _ повязка _ çĕлеççĕ. Çак кунсенче акă Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе учителĕсем 86 повязка çĕлесе ĕлкĕртрĕç, ĕç малалла пырать. Çавăн пекех çар госпиталĕсенче сипленекен салтакăмăрсем валли аялти кĕпе-йĕм çĕлес ĕç сарăлчĕ. Ахаль пусма татăкĕсенченех вĕсене янтăлама пулать. Камăн материалпа пулăшас кăмăл пур _ пĕрлехи ĕçе хутшăнма пултарать. Паллах, фронтран, çар госпиталĕсенчен, вăрçă пыракан регионсенчен заказ нумай. Хăш-пĕр япалана туянмашкăн укçа-тенкĕ те кирлĕ. Пĕрлехи кассăна нухрат хывмашкăн çак телефонсемпе çыхăнмалла: 8-927-853-84- 81, 8-905-028-05-08.

Зинаида Свеклова.



25 апреля 2025
12:19
Поделиться