Çĕнĕ тракторпа, çĕнĕ сеялкăпа, ăшă кăмăлпа!
«Ял хуçалăх отрасльне энергипе тивĕçтерес тĕлĕшпе эпир палăрмаллах мала кайма пул- тартăмăр. 2020-çулта 100 гектар акăнакан лап- тăк пуçне 111 лаша вăйĕ тивĕçнĕ пулсан, 2024-çулта ку кăтарту 164-а çитрĕ. Çав тапхăрта 4 пин ытла ял хуçалăх техникине 11 миллиард тенкĕлĕх туяннă. Çакă пире ытти регион хушшинче хамăра тивĕçлĕн туйма кăна мар, çанталăк кăларса тăратакан йывăр- лăхсене тата отрасль спецификипе çыхăннă ытти йывăрлăха хирĕç тăма тата вĕсене васкавлăн çĕнтерме май парать». Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
ЭПИР _ бюджет тытăмĕнчисем _ ирпе 8 сехетре тин ĕçе пуçăнатпăр пулсан, ял çынни вара ывăнма та ĕлкĕрнĕ. Хĕрỹ тапхăрта Александр Егоров фермер _ ултă сехетрех техника паркĕнче. Николай Тихонов, Руслан Кудряшов, Ирфан Усьманов, Александр Павлов механизаторсем, хуçаран тĕслĕх илсе, ĕçе ир пыма хăнăхнă.
_ Хĕвелпе-çилпе çĕр хăвăрт типет, çавăнпа та хирти ĕçе васкаса тумалла, _ терĕ Александр Егоров. _ Хальлĕхе 102 гектар _ урпа, 60 гектара яхăн _ сĕлĕ, 150 гектар викăпа сĕлĕ хутăшĕ, 140 гектар ясмăк акрăмăр.
Александр Петрович ясмăка пĕрремĕш çул акать. Пăрçа йышши çак культура ĕлĕкрех питĕ хисепре пулнă, çитмĕл çул ытла ĕнтĕ Чăваш Енре ăна акма пăрахни. Фермер ясмăк çинчен вуласа питĕ нумай пĕлнĕ, малашне ăна анлă сармалла тесе шутлать.
_ Çак культура _ медицинăшăн хаклă чĕр тавар, _ каласа парать Александр Петрович. _ Вăл юн çаврăнăшне лайăхлатать, ỹт клеткисене кислородпа тивĕçтерет, чĕре мышцисене çирĕплетет, юн тымарĕсене холестеринран тасатать, тромб пуласран сыхлать, инсультпа инфаркт хăрушлăхне сирет. Кĕскен каласан: ясмăк пăтти çийĕр _ чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай çул пурăнăр!
...Çур акине çĕнĕ техникăпа ирттерни те ĕç хăвăртлăхне чылай ỹстерет. Хуçалăхри пысăк опытлă механизатор Руслан Кудряшов пĕлтĕр çеç туяннă универсаллă «Кировец» тракторпа тата вĕр çĕнĕ культиваторпа çĕр хатĕрлет. Николай Тихонов 8 метр сарлакăш HORSCH комплекспа тырă акать.
Пăхса тăратăн та, кинори пекех туйăнать: хăватлă техника хăвăртлăхĕпе те, ĕç пахалăхĕпе те тĕлĕнтерет.
Чи «ватă» механизатор _ ÇĕнĕШăмăршă çынни Ирфан Усьманов _ хĕрĕх çул ытла техникăпа ĕçлет. Çитмĕлелле çывхарса пырать пулин те, Ирфан Асхатович ĕçре вăр-вар. Т-150 тракторпа çĕр хатĕрлесе тăрать. Ас тăватăп-ха, Ирфан Усьманова 1982-çулта çĕр-шыври комсомол Тĕп комитечĕн «Ылтăн пучах» знакĕпе чысланăччĕ.
_ Çухатман-и пысăк наградăна? _ шỹтлерĕм çывăх тусăмпа калаçнă чух.
_ Çухатман! _ йăл! кулса хуравларĕ механизатор. _ Çак знаксăр пуçне «Ĕçри хастарлăхшăн» медале те упратăп. Наградăсем мана çамрăк ĕмĕре аса илтерсе тăраççĕ.
... Гектар хыççăн гектар ỹсет, часах çурхи ирхи культурăсене акса та пĕтерĕç. Черетре _ 250 гектар хĕвел çаврăнăшĕпе 110 гектар куккурус.
Александр Егоров куçа илĕртсе ешерекен кĕрхи тулăпа люцерна уйĕсене те мухтаса асăнчĕ. Минерал удобренийĕпе апатлантарнă хыççăн калча чуна савăнтарса çỹлелле çĕкленет.
Хир тăрăх çỹренĕ чух лайăххине тата та куртăмăр. Акă хура пусă валли хăварнă çĕр çине çĕрнĕ тислĕк кăлараççĕ.
_ Гектар пуçне 30 тоннăран кая мар хыватпăр, _ пĕлтерчĕ фермер. _ «Тислĕк тăксан тикĕс шăтать», _ теççĕ вĕт-ха ваттисем!
Округри агрохимикпа Валерий Еремеевпа иксĕмĕр çак кун Ярăславри Петр Иванов çамрăк фермер çĕрĕ çинче те, Васанти Игорь Быков хуçалăхĕнче те пулса куртăмăр. Петр Александрович темиçе кун каялла акнă урпа шăтса тухнă та ĕнтĕ. Игорь Быков пĕлтĕр акса хăварнă люцерна та ешĕл пурçăн пек илемлĕн курăнать: выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ пулĕ.
ĂÇТА пăхатăн _ унта хĕрỹ ĕç пырать. Мотор кĕрлевĕ тỹпери тăри юррипе пĕрлешсе каять те, чуна ырă-ырă туйăм хупăрласа илет. Çĕр ĕçченĕсем çур акине Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне вĕçлеме тĕллев лартни çинчен пĕлтерчĕç те, сисмесĕрех пуçра çак йĕркесем «çуралчĕç»:
«Хирте кĕрлет хăватлă трактор,
Çунат çапса юрлать тăри.
Çĕр çыннине паян мухтатпăр _
Ун ĕçĕ-хĕлĕ ăнтăр-и!»
Ив.САЛАНДАЕВ.