Олег Николаев: «Йывăрлăхсене çĕнтерсе хăюллăн малалла каймалла»

 ЧĂВАШ чĕлхин кунĕ умĕн Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче Ева Лисина калавĕ тăрăх хатĕрленĕ «Çăкăр чĕлли» спектакль премьери пулнă. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Спектакле лартма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне çĕнсе илни пулăшнă.

2020-2025-çулсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Гранчĕпе 26 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата 3 проект сцена çине тухмалла.

«Эпир Тăван çĕр-шывпа хамăр республика историне лайăхрах пĕлме май паракан театр постановкисене халăх умне кăларас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлĕпĕр, _ тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. _ Паттăрлăхпа çирĕплĕх, чăтăмлăхпа хастарлăх тĕслĕхĕпе хавхаланса, хуть те мĕнле йывăрлăха та çĕнтерсе малалла кайма тăрăшмалла».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ театр искусствине аталантарассишĕн пысăк вăй хунăшăн тата творчествăра тухăçлă ĕçленĕшĕн калав авторне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Ева Николаевна Лисинăна чĕререн тав тунă.

«Çăкăр чĕлли» спектакль лартмалли проект 2024- çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне тивĕç пулнă. Драмăна чăваш тата вырăс чĕлхипе лартаççĕ. «Çăкăр чĕлли» пирĕн Шăмăршă округне те çитессе кĕтетпĕр.

Н.ИЛЬИНА.



25 апреля 2025
11:54
Поделиться