Отпуск вăхăтĕнче _ бассейна
ОКРУГ администрацийĕн пуçлăхĕн Сергей Галкинăн йышăнăвĕпе, ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан ентешсем отпуск вăхăтĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн бассейнĕпе тỹлевсĕрех усă курма пултараççĕ. Çак йышăну пирĕн салтаксемпе офицерсен сывлăхне çирĕплетме пулăшĕ, вĕсен канăвĕ усăллă иртĕ. «Туслăх» спорт шкулĕ СВО паттăрĕсене ырă сунса кĕтет!
П.МАКАРОВ, «Туслăх» спорт шкулĕн директорĕ.