Пирĕн пултарулăх
Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи
Эп _ чăваш чĕлхипе мухтанатăп...
Питĕ çепĕç, янравлă чĕлхе!
Пĕтĕм çын умĕнче эп калатăп:
_ Ун пекки _ тĕнчере вăл пĕрре!
Анне панă чĕлхе вăл _ асамлă,
Чуна çывăх, чи хаклă чĕлхе.
Пултăрах яланах вăл сăваплă.
Манас марччĕ ăна ĕмĕрне!
Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи
Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи.
Чĕвĕлтетсе чиперленет.
Чăннипеле, чи чеченни.
Чăнах, чăваш чечекленет.
Чăваш чылай чĕлхесенчен
Чухлавлăрах, чипертерех.
Чеченсемпе черкессенчен
Чăтăмлăрах, черченкĕрех.
Чăваш чĕри – чăн-чăн чĕре!
Чунпа чухлать, чыссăрланмасть.
Чипер чăвашăн чĕнтĕрне
Чăрсăрланса чухăнлатмасть.
Чăваш, чăнах, чĕркуçленмест,
Чĕмсĕрленсе чунсăрланмасть.
Чееленсе чĕтĕремест,
Чăхăмласа чураланмасть.
Чăваш чĕлхи _ чĕресене,
Чуна чĕртсе чиперлетет.
Чĕкеçленсе, чĕвĕлтетсе,
Чăваш, чыслар чăвашсене!
Чăваш чĕлхи – чăн-чăн ахах
Атте, анне, пичче...
Епле çемçе чĕлхе
Мана парнелесе
Ỹстернĕ Çĕр çинче.
Чăваш вăл ĕлĕкрен
Пулайнă пит патвар,
Вутра çунман, ĕнен,
Пулман вăл янавар.
Чăваш чĕлхи пуян
Пин-пин сăмах пуртан.
Çулсем иртсе кайса
Пĕрре те мăкалман.
Чăваш чĕлхи кĕвви
Тĕнче уçлăхĕнче
Вут кайăкла вĕçсе
Саланнă тĕнчене.
Маттур вăл _ Андриян
Тăван чĕлхе хĕмне
Таçта çити сапса
Çĕклерĕ çỹлелле...
Пин-пин юмах та пур,
Сăвви-юрри пайтах.
Чăваш çав пит маттур,
Чĕлхи _ чăн-чăнах ахах!
Надежда Чечекпи, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.
Чăваш пулнишĕн мухтанатăп
Чăваш пулнишĕн мухтанатăп,
Чăваш пулнишĕн хурланмастăп.
Чăваш çынни _ чи хастарри,
Чăваш çынни _ малти ретри!
Чăваш ятне çỹлте тытатăп.
Хам тỹпене шавах хыватăп
Ыр ĕç-пуçа та пулăма,
Савса тăван халăхăма.
Чăваш пулса шавах пурнасчĕ,
Чăвашлăха шавах упрасчĕ.
Асаттесен ыр хавалне
Парасчĕ хам мăнуксене.
Мария Левендеева, Шăмăршă ялĕ.