Пысăк тĕрĕслев умĕн

«Университет шăматкунĕ» республика проектне пурнăçласси малалла пырать. Апрелĕн 19-мĕшĕнче Анат Чаткас тĕп шкулĕн 9-класс вĕренекенĕсем РАНХГСăн Шупашкарти филиалĕн вăтам тата професси пĕлĕвĕн уйрăмĕн преподавателĕ Алена Кушева тухса калаçнине интернет урлă итлерĕç. Алена Игоревна «Стрессăр экзамен. Экзамен умĕн тата ун хыççăн пăшăрханăва мĕнле сирмелле?» темăна ыранхи выпускниксене халалланă. Преподаватель панă сĕнỹ- канаш шкул пĕтерекен çамрăксемшĕн усăллă пуласси куç кĕрет.

Г.Лукиянова.



25 апреля 2025
12:04
Поделиться