Пулас профессипе паллашрĕç

Пулас профессипе паллашрĕç

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн аслă класĕсенче пĕлỹ пухакансем Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Кивĕ Çĕпрелти отрасль технологийĕсен техникумĕнче экскурсире пулчĕç. Пулас выпускниксем техникумăн вĕренỹ тата пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç, студентсемпе тата преподавательсемпе тĕл пулса калаçрĕç, кунта илме май пур специальноçсем пирки ыйтса пĕлчĕç.

Çавăн пекех Пирвайхисем, «Туслăх кĕперĕ» проектпа килĕшỹллĕн, студентсемпе пĕрле тĕрлĕ енĕпе тупăшрĕç, туслăх символĕсемпе ылмашăнчĕç.

Сăмах май, техникумра вĕренекенсен йышĕнче Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн выпускникĕсем те сахал мар. Вĕсене техникумран тăван ялĕсене (Пăчăрлă Пашьел тата Кивĕ Чукал ял территорийĕсенчи ялсене) автобуспа тунтикунсерен пырса илеççĕ, эрнекунсерен леçсе яраççĕ. Пурăнма общежити пур. Вăтăр специальноçран кăмăла килнине суйлама пулать. Вĕсем: автомеханик,ял хуçалăхĕн инженер-механикĕ, кондитер, повар, обществăлла апатлану технологĕ, ресторатор, оборудовани инженерĕ, автоматизаципе механизаци инженерĕ, арматурăпа каркас инженерĕ, сварка производствин специалисчĕ... Производство практикине Тутарстанăн тĕп хулинче Хусанта тата ытти пысăк хулара ирттереççĕ. Вĕренỹ заведенийĕпе паллашни, çĕнĕ туссем тупни пирĕн округ çамрăкĕсемшĕн малашлăхра çул уçатех. Шанатпăр.

Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



25 апреля 2025
15:22
Поделиться