Сывлăх сыхлавĕ тĕп вырăнта

Сывлăх сыхлавĕ тĕп вырăнта

Апрелĕн 21-мĕшĕнче округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче «Чи кирли çинчен _ калаçу» иртнĕ. Ăна «Раççейри медицина» темăна халалланă, çĕр-шывăмăрти сывлăх сыхлавĕн аталанăвне тишкернĕ. Тĕллевĕ: çитĕнекен ăрăва патшалăхпа общество шайĕнче тата уйрăм çын ăнлавĕнче медицина пĕлтерĕшне уçăмлатма пулăшасси.

Занятие класс ертỹçисем видеоматериал, презентаци тата интерактив элеменчĕсемпе усă курса йĕркеленĕ. Çавна май вĕренекенсем паянхи медицина витĕмĕ çинчен тарăн пĕлỹ илнĕ.

Г.Кафизова, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн аслă методисчĕ.



25 апреля 2025
12:05
Поделиться