«Сỹннĕ вучахра та Эс чĕртен хĕлхем...»

«Сỹннĕ вучахра та Эс чĕртен хĕлхем...»

«Чăвашăн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах» (Иван Яковлев) иккенне апрелĕн 23-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче иртнĕ уяв тепĕр хут çирĕплетрĕ. Чăваш чĕлхи кунне тата тăван халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунне халалланă мероприяти, чăннипех те, чун-чĕре хĕлĕхĕсене хускатрĕ.

Уяв аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн «Чăваш халăхне» халалне каланинчен пуçланчĕ. Вăл чăвашла та, вырăсла та пĕр пекех мăнаçлăн янрарĕ, сăмах хăвачĕпе халалăн вилĕмсĕрлĕхĕ пирки ĕнентерчĕ.

Унтан... Ĕмĕрсем хушши пирĕн патăмăра упранса çитнĕ сăмахлăх шăранчĕ, чуна хĕмлентерекен ташăсемпе ытарайми йăла-йĕрке куракан куçĕ умне тухрĕç. Несĕлĕмĕрсен аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ тачă çыхăнура тăнине ăнланма май килчĕ.

ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Львова ертсе пыракан Халăх театрĕн «Манас марччĕ чăваш чĕлхине» литературăпа музыка композицийĕ сăм аваллăха илсе çитерчĕ: самана «тăвăлне» пула хĕн тỹссен те паянхи кунччен упранса юлнă тăван чĕлхемĕрĕн шăпине тата тăван халăхăмăрăн кун-çулне йĕрлерĕ, чĕлхе тĕнĕпе çыхăннă йăла-йĕркене (уйрăмах _ Киремете парне кỹнине), нимене (çĕнĕ пỹрт лартнине) чăн пурнăçри пек евĕрлерĕ. «Телей тени мĕн тени?» сăвă тăрăх (авторĕ _ Татьяна Долгова) Палтиел хастарĕсем ин- сценировка кăтартма та мехел çитерчĕç. «Антонина» Халăх ташă ансамблĕ тата «Шемуршиночка» ташă ушкăнĕ (ертỹçи _ Антонина Нефедова) ташлани чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе (тĕслĕхрен, пир-авăр ĕçĕпе) паллашма май пачĕ. Чукал ялĕн Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ (ертỹçи _ Светлана Симурзина) _ «Ĕне ырри çини», Кивĕ Шăмăршăри «Тевет» фольклор ушкăнĕ (ертỹçи _ Ираида Ефимова) «Мăнкун речĕ» йăла-йĕркене кăтартни еплерех кăмăллă пулчĕ тата! Пăчăрлă Пашьелĕн Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ (ертỹçи _ Ирина Угарина), Кивĕ Чукалăн Культура çурчĕ çумĕнчи «Чукал каччисем» ансамбль, Палтиелĕн Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ, Наталия Ильина (Анат Чаткас) тата Нина Мульдиярова (Виçпỹрт Шăмăршă) юрланă юрăсем кăмăл-туйăма çавăрса илчĕç. Епле хỹхĕм пирĕн чăваш юррисем!

Дефиле _ чăваш хĕр-хĕрарăмĕн çи-пуçне презентацилени _ уявăн пĕлтерĕшне çĕклерĕ. Тĕрлĕ ĕмĕрте тăхăннă-тăхăнакан тумтирпе сцена çинче ярăнса, хускану туса утни _ куçа йăмăхтаракан илем! Тĕртсе-тĕрлесе, çĕлесе янтăланă кĕпе-саппун, тухья-хушпу-явлăк, касакки, тăлапа çăпата тата ытти те _ асанне-асаттемĕрĕн вышкайсăр пысăк ăсталăхĕн палли.

Саламсăр уяв _ мĕнле уяв пултăр? Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи Зоя Головинская чăвашлăха аталантарассишĕн ырми-канми тимлекенсене тата тăван ене тĕпчес ĕçе сумлă тỹпе хывакансене чысларĕ. Вĕсен йышĕнче _ Васанти Г.Н.Ларшников-Пехэт ячĕллĕ историпе краеведени музейĕн заведующийĕ Ираида Ефимова («Чăваш Енри хисеплĕ таврапĕлỹçĕ» ят панă), районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ, Петр Фомин, Владимир Андронов, Валерий Юманов (Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен Союзĕн Хисеп грамотине панă). «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Наталия Ильина вара Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ фронтовик-сăвăç Владимир Бараев-Сĕркке ячĕллĕ премие кăçал Надежда Кузьмина-Чечекпи (Виçпỹрт Шăмăршă) çĕнсе илнине пĕлтерчĕ, пултаруллă сăвăçăн кăкăрĕ çине Сталинград паттăрĕн сăнĕллĕ медале тирсе ячĕ, Диплом пачĕ. Раççейри _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă тата Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 80 çул çитнĕ май йĕркеленĕ «Салтак çăлтăрĕ» сăвă çыракансен конкурсĕнче мала тухнисене Диплом пани те _ асра юлмалли пулăм. Çак хисепе тивĕçнисем _ Надежда Кузьмина-Чечекпи (1-вырăн), Кахăрлă Шăхалĕнчи Галина Афанасьева (2-вырăн), Шăмăршăри Мария Левендеева (3-вырăн) _ 1-стр. сăн ỹкерчĕк).

 Çапла, тăван чĕлхе _ халăхăмăр пурнăçĕн тĕкĕрĕ кăна мар, ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕлỹлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ те. Асанне-асаттемĕрĕн мерченне _ юрри-такмакне, юмах-халапне, ăрусене çыхăнтаракан йăла-йĕркине упрама йыхăракан хăват вăл. Халăхăмăрăн нимпе танлашайми пуянлăхĕ.

Альберт Канаш сăвăç калашле, çепĕççĕн, сулмаклăн янратăр пирĕн тăван чĕлхемĕр, тимĕре таттăр, чул сăрта ваттăр, сỹннĕ вучахра та хĕлхем чĕрттĕр... Эпир вара хамăрăн ылтăн-кĕмĕлпе ахах-мерченрен те хаклă мулăмăра _ тăван чĕлхемĕре _ упрар, килес ăрусем патне çитерер...

Зинаида Свеклова.



25 апреля 2025
09:24
Поделиться