Тухса кайнă хаçатçăсем юнлă вăрçа

50 ытла çул каялла редакцире тăватă фронтовик вăй хуратчĕ: Кузьма Семенович Смирнов редактор, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ Антон Никандрович Шамеев, Сергей Арсентьевич Павлов корреспондент тата Михаил Васильевич Сандиеров корректор. Эпир _ çамрăксем _ вĕсене питĕ хисепленĕ, аслисен кашни сăмахне итлеме тăрăшнă.

Аслă Çĕнтерỹ уявĕнче пурте пĕрле ларса фронтран таврăнайман хаçатçăсене аса илеттĕмĕр.

Акă Афанасий Иванович Матвеев редактор, хамăр районти Палтиел ялĕнче çуралнăскер, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Пĕр хаяр çапăçура вилмеллех аманнă.

Денис Алексеевич Обофо- ров вăрçă пуçланиччен икĕ çул хушши Шăмăршă районĕнчи «Сталин ялавĕпе» хаçата редакциленĕ. Унăн пурнăçне те хаяр вăрçă вăхăтсăр татнă.

Талантлă, пысăк малашлăхлă хаçатçă пулнă вăл. Вăхăтсăр вилĕм унăн пултарулăхне çапса хуçнă.

Район хаçачĕн чăн малтанхи секретарĕ Михаил Митрофанович Дмитриев _ Кивĕ Шăмăршă çынни. Вăл Тинĕс-çар флотĕнче фашистсемпе çапăçнă, «Беспощадный» катер çинче службăра тăнă.

Игнатий Сорокин район хаçачĕн редактор заместителĕ пулнă. Фронтра паттăррăн çапăçса пуçне хунă.

Анатолий Атманов _ Шăмăршă типографийĕн наборщикĕ тата мастерĕ. Вăл вăрçа кайсан пĕр вăхăт хаçат та тухма чарăннă. Анатолий Григорьевич пĕр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă.

Александр Степанович Кирпичников _ Энтĕрьел çынни _ типографин пĕрремĕш директорĕ пулнă. Фронта 1941-çулта тухса кайнă та каялла таврăнайман.

Антон Григорьевич Вазанов (Васан) литература сотрудникĕ, Иван Григорьевич Яковлев (Виçпỹрт Шăмăршă) печатник, Николай Александрович Крылов (Виçпỹрт Шăмăршă) бухгалтер та фронтра фашистсемпе çапăçса вилнĕ.

Эпир _ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра паян ĕçлекенсем _ вăрçă паттăрĕсене асра тытатпăр. Журналистсемпе полиграфистсен ырă ячĕ пирĕн чĕрере яланлăхах упранĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕнчи журналистсен пуçламăш организацийĕн секретарĕ.



25 апреля 2025
11:52
Поделиться