Учитель хуравĕ

Кам вăл вăрçăра çапăçакан? _ ирĕклĕхшĕн кĕрешекен-и, укçашăн çынна вĕлерекен-и, е ... Шел пулин те, гражданкăра СВО участникĕн пирвайхи тивĕçĕ пирки _ Тăван çĕр-шыва хỹтĕлес тивĕçĕ пирки _ ăнланман çынсем тĕл пулаççĕ-ха. Хамăн командирпа пулса иртнĕ лару- тăру шăпах çакна çирĕплетет.

Аслă категориллĕ 58 çулхи учитель, педагогика магистрĕ, регион шайĕнчи «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс çĕнтерỹçи, Владивостокри ĕç ветеранĕ Александр Жигжитов çапла каласа пачĕ: «2024-çулхи июль уйăхĕ. Владивосток. «Шатер» ресторан. Ман класăн сыв пуллашу каçĕ. Шăв-шав, савăк кулă, шỹтлĕ конкурссем. Каннă хушăра урамра ман патăма выпускникăмсенчен пĕрин ашшĕ пычĕ, ывăлне воспитани панăшăн тав турĕ, мана лайăх учитель тесе палăртрĕ, августра хăйпе пĕрле юхан шыва ишеве тухмашкăн чĕнчĕ (эпĕ нумай çул хушши ишев спорчĕпе туслă, юхан шывсенче ишеве тухатăп). Эпĕ ăна çапла хуравларăм:

_ Питĕ шел, сирĕнпе пĕрле ишевре пулаймастăп. Августра ман ятарлă çар операцине каймалла.

Выпускник ашшĕ сăнран улшăнчĕ, хăйне аран алла илме тăрăшрĕ, манăн йышăну тĕрĕс марри çинчен ăнлантарма хăтланчĕ, унтан сиввĕн:

_ Эсир, учитель, фронта çын вĕлерме каятăр. Унта _ хăрушă, выçлăх, юн тăкăнать... Вăрçăран таврăнсан ачасене мĕнле воспитани паратăр?! Сирĕнпе пĕрле эпĕ пĕр окопа каймастăп! _ терĕ.

Эпĕ ăна хирĕç çапла хурав патăм:

_ Манпа пĕр окопра лармасăрах сывлăхлă та телейлĕ пулăр. Каçхине йыттăра апат пама ан манăр.

Пирĕн хушăмăрти калаçу сăмахĕсем малтан _ сăвва çаврăнчĕç, кайран сăвă- ран юрă хывăнчĕ. Çак юрă халĕ халăхра пурăнать».

Хамран çакна калам:

_ Юлташсем, тăвансем! Чăн-чăн салтак вăл çут çанталăкăн тата вăрçăн кирек мĕнле условине те, темле йывăрлăха та чăтать. Унăн тĕллевĕ пĕрре: çĕр-шывăмăрăн никама пăхăнманлăхне упраса хăвармалла. Çавăнпа алла хĕç- пăшал тытма тивет. Раççей салтакĕ _ мир салтакĕ, çылăх тăвакан мар.

Судук.



25 апреля 2025
12:18
Поделиться