Улттăшĕ те _ ăнăçсăр...
ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчи историшĕн питĕ паллă вырăна _ Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккине (Карлинская засечная черта) _ тирпей-илем кĕртесси пирки тахçантанпах калаçатпăр. Иртнĕ çул ăна пуçару проектне те кĕртнĕччĕ, анчах та закупка йĕркелеме пĕр заявка та пулман.
Хỹтĕлев чиккине кăçал пуçару бюджечĕн укçи- тенкипе çĕнетме палăртни те _ хут çинче кăна-ха. Ултă хутчен (!) торги йĕркелени те пулăшайман: хальлĕхе çак пысăк ĕçе пуçăнас кăмăллисем тупăнман-ха.
Çакă тĕлĕнтерет: нивушлĕ Шăмăршă тăрăхĕнче тăван округшăн тăрăшас текен пĕр предприниматель те юлман-ши? Хамăр ене туристсене илĕртесси пирки калаçни те пуш параппан сасси пек тăрса юлĕ-ши?
С.ИВАНОВ.