Вăрман _ хăрушлăхра!
АПРЕЛĔН 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республикăра _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ вут-кăвартан сыхă тăмалли уйрăмах çирĕп режим туса хунă. Çавна май эпир граждансене вăрмана транспортпа та, çуран та кĕрсе çỹреме сĕнместпĕр.
Уйрăмах çирĕп режим вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманшăн граждансене _ 40 пинрен пуçласа 50 пин таран, должноçри çынсене _ 60 пинрен тытăнса 90 пин таран, юридици сăпачĕсене (юридические лица) 600 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.
Ф.ЖАМКОВ, «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕн Шăмăршă лесничествин лесничийĕ.