Ялта чи лайăххисем пуçтарăнĕç
Чăваш Республики «Ялта чи лайăххисем» агрослета хатĕрленет. Правительство çуртĕнче ку ыйтупа ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçне пурнăçлакан Сергей Артамонов ертсе пынă.
Агрослета кăçал Федерацин Атăл çи округне кĕрекен регионсенчи çамрăксем те хутшăнĕç. «Ялта чи лайăххисем» агрослет май уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Тăвай округĕнче иртĕ. Унта тĕрлĕ профессиллĕ 1500-е яхăн çамрăк пуçтарăнĕ. Слет программи анлă: ăсталăх сехечĕсем, лекцисем, ăмăртусем, тĕл пулусем, конкурссем, концертсем... Çавăн пекех пулă яшки (уха) тата пăтă пĕçерекенсем хушшинче те чи лайăххисене палăртĕç.
Кăçалхи агрослета Тăван çĕр- шыв хỹтĕлевçин çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине халаллама палăртнă. Çавăнпа патриотизм теми тĕп вырăнта пулĕ. Агрослета ятарлă çар операцине хутшăнакансене, СВО ветеранĕсене те чĕнеççĕ.
Н.ИЛЬИНА.