«Ачалăх мĕн тĕслĕ?»

Çак ятпа Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕ хăйĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

Округ центрĕн Культура керменĕн фойинче сăрă ăсталăхĕн (ИЗО) выставки ĕçлерĕ. Кунта ачасен ал ĕç искусствипе паллашма май пулчĕ.

Сцена çинче «Веснянка» фольклор ансамблĕ, «Улыбка» тата «Конфетти» вокал ансамблĕсем, гитаристсен ансамблĕ, аккордеонистсен «Аккорд» ансамблĕ, гармонистсен «Калинка» ансамблĕ, «Звездочки» хореографи ушкăнĕ, преподавательсемпе йĕркеленĕ вокал дуэчĕсем, солист вокалистсем, инструменталистсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Отчет-концертпа ашшĕ-амăшĕ, преподавательсем, ытти куракан питĕ кăмăллă юлчĕç.

Ольга Убасева, Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ.



30 апреля 2025
14:13
Поделиться