Ан манăр Çĕнтерỹ хакне

Ан манăр Çĕнтерỹ хакне,

Ылханлă вăрçă асапне.

Унта аманнă ман атте,

Анне çухатнă ашшĕне...

Ан манăр Çĕнтерỹ хакне,

Юнпа пĕвеннĕ çĕр питне.

Курсамăр: асанне йĕрет,

Паян та мăшăрне кĕтет.

Ан манăр Çĕнтерỹ хакне

Хĕвел савсассăн çуркунне.

Çынсем! Кĕрешĕр çирĕп миршĕн,

Ача кулли пек ырă иршĕн!

 Ив.САЛАНДАЕВ.



30 апреля 2025
11:59
Поделиться