Çанталăк чăрмантарать пулин те
ÇАНТАЛĂК «кăмăлĕ» тăруках улшăнни уй-хир ĕçĕсене те чăрмав кỹрет. Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне округри фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем 3567,8 гектар (48,35 проц.) тĕш тырăпа пăрçа йышши культура, 5 гектар севок сухан, 100 гектар хĕвел çаврăнăшĕ, выльăх апачĕ валли 145 гектар пĕр çул ỹсекен курăк акнă.
Уй-хир ĕçĕ «Колос» Агрофирма» тата «Победа» ООО-сенче, Александр Егоров, Татьяна Иванова, Петр Майоров, Игорь Быков, Зульфия Аллямова тата ытти хăш-пĕр фермер хуçалăхĕнче кал-кал пырать.