Директор студентсемпе тĕл пулнă
ШĂМĂРШĂ вăтам шкулне вырăс чĕлхипе литератури, акăлчан чĕлхипе литератури, математика предмечĕсене вĕрентекен учительсем кирлĕ.
Паллах, кадрсем алăкран килсе шаккасса кĕтнин усси сахал, çавăнпа та шкул директорĕ Вера Хорькова çак кунсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă. Вера Васильевна çамрăк специалистсем Шăмăршă тăрăхне килессе шанать, вĕсене ĕçлеме тата пурăнма тивĕçлĕ услови туса парасси вара округ администрацийĕнчен нумай килет.