«Эпир вăрçа тухса, ай, кайсассăн Çаврăнса килесси час пулмĕ...»

ПĔР çемьерен упăшки те, арăмĕ те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă тĕслĕх нумай мар. Мăшăрсем иккĕшĕ те фронтран офицер пакунĕпе таврăнни вара _ сайра пĕрре кăна. Паянхи сăмахăм ман _ Виçпỹрт Шăмăршăра пурăннă Падиаровсем çинчен.

Курсантран _ рота командирĕ таран

ЯЛТИ аслă ăру çыннисем Николай Степанович Падиаров учителе лайăх ас тăваççĕ-ха. Яштака пỹллĕ те хитрескер, çынпа тĕл пулсан сăмах хушмасăр иртместчĕ, чăваш халăхĕн юрри-такмакне юрататчĕ. Шăпах унтан çырса илнĕччĕ те эпĕ салтак юррине:

Çавра кỹлле ятăм çаврака чул,

Çаврăнса тухасси час пулмĕ.

Эпир вăрçа тухса, ай, кайсассăн

Çаврăнса килесси час пулмĕ.

Хура вăрман хĕрне, ай, пас тытнă,

Мĕнле пырса кĕрĕ çуран ут?

Совет границине, ай, вут хыпнă,

Мĕнле пырса кĕрĕ çамрăк пуç?

Çул картлашки тăрăх, ай, шыв юхать,

Ăçта çитсе кỹлĕ пулĕ-ши?

Ай-хай, çамрăк чунăм, айван пуçăм,

Хăш çĕр-шыва кайса пĕтĕ-ши?

Николай Падиарова Хĕрлĕ Çара 1939- çулта _ Хусан университечĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ чух илнĕ. Срочнăй службăри салтака _ пĕлĕвĕ пысăккине шута илсе _ Киеври иккĕмĕш пехота училищине вĕренме янă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан курсантсене вăхăт çитичченех лейтенант званийĕ парса фронта ăсатнă. 1941-çулхи июньте Падиаров лейтенанта рота командирĕ пулма çирĕплетеççĕ.

Вăрçăра тĕрлĕ хăрушă самант пулнă, çĕнтерỹпе пĕрлех каялла та чакма тивнĕ. Рота фашистсен ункине лекет, ăна татса тухассишĕн пурнăçа шеллемесĕр çапăçать.

Николай Падиаров лейтенант партизан отрядĕнче те пулнă. Каярахпа Виççĕмĕш Украина фрончĕн 9-мĕш гварди мотопехота бригадинче стрелоксен ротине ертсе пырать. 144-мĕш стрелковăй дивизин 911-мĕш стрелковăй полкĕнче, 19-мĕш механизированнăй дивизин 62-мĕш механизированнăй полкĕнче рота командирĕ пулать. Чăваш каччине Тăван çĕр-шыв Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата медальсемпе чыслать.

Пĕр-пĕрне ĕмĕрĕпех юратма тупа тунă

АСАНКАССИ хĕрĕ Варвара Журавлева çамрăк чух хир енчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ ăçта ларнине пĕлсех те кайман. Шăпа вара ăна çак ял кинĕ пулма пилленĕ.

Варвара Игнатьевна Журавлева 1919-çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти пуçламăш шкулта, Пăчăрлă Пашьелĕнчи тулли мар вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ.

Варя улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне ашшĕ пурнăçран уйрăлса каять. Çемьере чи асли пулнăскер, мĕнле йывăр пулсан та, çамрăк хĕр шкултан ăнăçлă вĕренсе тухать. Ун хыççăн ялта почтальонра вăй хурать.

Варвара Журавлева каярахпа Иваново облаçĕнчи Кинешма хулинче вырнаçнă çыхăну кантурĕн ертỹçине пулăшаканĕнче, унтан ятарлă çыхăну пайĕн экспедици пуçлăхĕнче тăрăшать. 1940-çулхи февральте ăна çыхăну управленийĕн пĕрремĕш пай инспекторĕ пулма шанаççĕ. Çав çулхи ноябрьте Варвара Игнатьевнăна Шăмăршăри çыхăну кантурĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ.

1941-çулхи апрель уйăхĕнче Варвара Шăмăршăра Киеври Иккĕмĕш пехота училищин курсанчĕпе _ вăхăтлăха тăван ялне отпуска килнĕ Николай Падиаровпа паллашать. Пĕр-пĕрне килĕштерсе пăрахнă çамрăксем туй кĕрлеттерсе пĕрлешеççĕ, ĕмĕрĕпех юратса пурăнма тупа тăваççĕ.Асанкасси хĕрĕ Виçпỹрт Шăмăршă кинĕ пулса тăрать. Николай та, Варвара та ун чухне часах вăрçă хускалассине, иккĕшĕн нумайлăха пĕр-пĕринчен уйрăлма тивессине пĕлме пултарайман.

Мăшăр хыççăн _ фронта

Николай Падиаров вăрçăн малтанхи кунĕсенчех рота командирĕ пулса çапăçни çинчен маларах каланăччĕ ĕнтĕ. 1942-çулта Варвара Игнатьевна та фронта тухса каять. Упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ икĕ çĕрте фашистсемпе çапăçнă.

Варвара Падиарова çар çыхăнуçи пулать, кашни кунах хул пуççи урлă телефон аппаратне çакса ярса, аллине пăралук чĕркенĕ пысăк катушка йăтса татăлнă линие сыпăнтармашкăн васкама тивнĕ. Тăшман снарячĕсем тати-сыпписĕр сирпĕнсе çурăлнине пăхмасăр, хăрушлăх умĕнче хăраса тăмасăр çар заданине пурнăçлама васканă.

Варвара Падиарова виçĕ хутчен кантузи тỹссе ирттернĕ. Малтанхи хут _ Калинин фронтĕнче, унтан _ Курск пĕккинчи хаяр çапăçура, виççĕмĕш хут Венгрие тăшман аллинчен ирĕке кăларнă чухне аманать. Тăван çĕр-шыв Варвара Падиарова кĕçĕн лейтенанта Аттелĕх вăрçин иккĕмĕш степень орденĕпе тата медальсемпе чысланă.

Вăрçăран таврăнсан

1945-çулхи июльте госпитальтен сывалса тухнă Варвара Падиарова кĕçĕн лейтенант тăван тăрăха таврăннă. 1946-çул пуçламăшĕнче упăшки _ Николай Падиаров кадрти офицер патне Болгарие тухса кайнă. Кунта Падиаров лейтенант Совет çарĕн Болгарири Кăнтăр ушкăнĕн 144-мĕш дивизийĕн вĕренỹ взводне ертсе пынă.

Депутат тивĕçне чыслăн пурнăçланă

МАЛАРАХ каласа хăварма маннă: вăрçа тухса кайиччен Варвара Игнатьевăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма суйланă пулнă. Депутат статусĕпех вăл вăрçăра та çапăçнă. Фронтран Çĕнтерỹпе таврăнсан та _ 1947-çулчченех _ Варвара Игнатьевна депутат тивĕçне таса чĕререн пурнăçланă, халăх ыйтăвĕсене татса пама хутшăннă. Нумай-нумай суйлавçă ăна чĕререн тав тунă.

Вăрçă хыççăн Николай Степанович шкулта ачасене вĕрентнĕ. Варвара Игнатьевна суту-илỹре вăй хунă. Иккĕшĕ те ялта тата Шăмăршă районĕнче хисеплĕ çынсен шутĕнче пулнă.

Падиаровсем ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, пиллĕкĕшĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Николай Степанович _ отставкăри офицер пулнă май _ çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ пама хастар хутшăннă. Вăл вĕрентнĕ çамрăксенчен çиччĕшĕ офицер профессине суйласа илнĕ.

Шел, ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ унăн _ йывăр чире пула 53 çула çитсенех çĕре кĕчĕ. Юратнă мăшăрĕ Варвара Игнатьевна вара 2001-çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Хисеплĕ çынсене Виçпỹрт Шăмăршă масарĕнче пытарнă.

Ив.САЛАНДАЕВ.

 



30 апреля 2025
11:53
Поделиться