Фермер шкулĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетме вĕрентĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ Россельхозбанкăн «Фермер шкулĕ» вĕрентỹ проекчĕ старт илнĕ. Унта кăçал кайăк- кĕшĕк ĕрчетекен тата пахча çимĕç çитĕнтерекен фермерсем вĕренĕç.
Çак проекта хутшăнакансене конкурс комиссийĕ суйласа илнĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчен кунта Марина Васильева пĕлĕвне тарăнлатать. Фермер шкулне пĕтернисене тĕрлĕ йышши грант парса хавхалантараççĕ.