Фестиваль делегачĕ пулнă

Фестиваль делегачĕ пулнă

ÇАК кунсенче Васан ялĕнчи хисеплĕ çын _ Валериян Фотич Терентьев _ хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Саламлакан нумай пулчĕ: ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Ленар Залалтдинов та, çывăх тăванĕсем те, ял-йыш та юбиляра юман пек çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

Валериян Фотича питĕ лайăх паллатăп. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăр вуннăмĕш çулĕсенче район хаçачĕн чи активлă ялкорĕсенчен пĕриччĕ вăл. Ялта, пĕрлешỹллĕ хуçалăхра мĕн çĕнни пур _ кашни хыпара редакцие пĕлтерсе тăратчĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух Валик ултă çула та çитеймен ача пулнă. Паллах, Улатăр çывăхĕнче окоп чавма та хутшăнайман. Апла пулин те вăрçă нушине курман теме çук: выçăллă-тутăллă пурăннă, вăй çитнĕ таран колхозра ĕçленĕ, фронта пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ялта чăн малтисен шутĕнче «Вăрçă ачи» ят панă.

Ăçта кăна ĕçлесен те, Валериян Фотич хăй хыççăн ырă ят хăварнă. Сысна пăхнă çĕрте районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Ăмăрту çĕнтерỹçине 1957-çулта Мускав хулинче пулса иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне хутшăнма делегата суйланă.

Бригадир та, склад заведующийĕ те, ревизи комиссийĕн председателĕ те пулнă Валериян Фотич. Халăх шанăçне çĕре ỹкермен. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ _ 65 çул ытла. Хастар ĕçленĕшĕн тĕрлĕ органăн Хисеп грамотине темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Валериян Терентьев _ ĕç ветеранĕ, юбилей медалĕсен кавалерĕ.

Мăшăрĕпе _ Роза Григорьевнăпа _ пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Ачисемпе мăнукĕсем ватă çынна савăнăç çеç кỹреççĕ.

Валериян Фотича эпир 100 çул ытла пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр. Манман-ха: Валик тете 70 çул тултарсан эпĕ ăна çак йĕркесене халалланăччĕ: «Хут çинче эс _ Валериян, «Валик», _ теççĕ ял-йышра. Ватăлма ан пĕл нихçан, Çирĕп пултăр ал-ура!»

Ив.САЛАНДАЕВ.



30 апреля 2025
13:48
Поделиться