Герой ячĕпе _ Асăну хăми

АПРЕЛĔН 25-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче чаплă лару-тăрура Совет Союзĕн Геройне В.И.Урукова чыс-хисеп туса Асăну хăми уçрĕç. Çак мероприятие муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕ С.В.Павлова, Томскри аслă çар çыхăну команда училищин выпусникĕсем И.И.Кудряшовпа Г.И.Савельев, округ Пухăвĕн депутачĕсем, ĕç ветеранĕсем тата шкул ачисем хутшăнчĕç.
Асăну хăмине уçма шкул директорĕ, округ Пухăвĕн депутачĕ В.В.Хорькова, округ пуçлăхĕн çумĕ С.В.Павлова тата отставкăри подполковник Г.И.Савельев тивĕç пулчĕç.
Виталий Иванович Уруков (Вериалов) Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашистсемпе паттăррăн çапăçнă. Вилнĕ хыççăн гварди майора Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.
Виталий Ивановича Тăван çĕр-шыв Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата медальсемпе чысланă.
Герой ятне Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Шăмăршăри тата Палтиелĕнчи пĕр урама панă,1967-çулта Шăмăршăра унăн палăкне лартнă.
Н.ИЛЬИНА.