Ильичевсен _ «ылтăн» туй

ПУЛМАНТĂШ ялĕнчи Иван Николаевичпа Мария Михайловна Ильичевсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ. Çак ятпа вĕсене Шăмăршăри ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Матвеева тата Чукал ял территори уйрăмĕн ертỹçи Наталия Храмова чĕререн саламланă.
Ильичевсем _ ĕмĕр тăрăшшĕпех тăван ялта ĕçлесе пурăнаççĕ. Иван Николаевич лесник, вăрман касакан, слесарь, тракторист пулнă. Мария Михайловна ача садĕнче тата колхозра ĕçленĕ. Телейлĕ мăшăр 3 ача çуратса ỹстернĕ, халĕ 3 мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ. «Ылтăн» юбилярсене Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.