Çĕнтерỹ куççулĕ
Сакăр вунă çул асра тытатпăр
Вăрçăра пуç хунă халăха.
Вĕсемпе, чăнах çав, мухтанатпăр _
Çỹлелле çĕклетпĕр ялава!
Çĕнтерỹ кунне хисеп тăватпăр
Çурхи кун пĕрле пуçтарăнса,
Палăксен умне чечек хуратпăр
Куççуле шур тутăрпа шăлса...
Çĕнтерỹçĕ салтака манмастпăр _
Асра тыттăр çĕн ăру ăна!
Юхтăрах куççулĕ... Çук. Чармастпăр.
Çĕнтерỹ куççулĕ... Юх кăна...
Надежда Кузьмина, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.