Паттăрсене пуç тайрĕç
Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем класс ертỹçисемпе пĕрле Шупашкарта экскурсире пулчĕç.
Вĕсем тĕп хулари паллă вырăнсемпе паллашрĕç, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă Çар Мухтавĕн палăкĕ умĕнче, Ĕмĕр сỹнми çулăм патĕнче, пуç тайрĕç. Çавăн пекех шкул ачисемпе вĕрентекенсем, «вĕри точкăсенче» çапăçса пуç хунă ентешсене вĕсен ячĕпе çĕкленĕ палăксемпе стеллăсем умĕнче самантлăх шăп тăрса чыс турĕç.
Экскурси çамрăк ăрура патриотизм туйăмне вăйлатни куç кĕрет.
Г.Карзанова, Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ.