Республикăра _ иккĕмĕш вырăнта
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕнчи çамрăк армеецсем республикăри «Ворошилов стрелокĕ» фестивальте пирĕн округ чысне хỹтĕленĕ. Ачасем пăшалтан тĕл персе, граната ывăтса тата çĕр çинчен туртăнса (отжимание) ăмăртнă.
Командăсен зачетĕнче Карапай Шăмăршă шкулĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăм çамрăк армеецсен зачетĕнче Кирилл Ларионовпа Ульяна Петькова виççĕмĕш вырăна тухнă.