Узбекистанпа Чăваш Ен хушшинчи туслăх çирĕпленĕ

АПРЕЛĔН 25-28-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк йышлă делегаципе ĕçлĕ çул çỹревпе Узбекистанра пулнă.
Çак çул çỹреве пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва çирĕплетес, тĕрлĕ отрасльте килĕштерсе ĕçлеме никĕс хывас, Чăваш Республикипе Узбекистанăн бизнес-сообществине аталантарма пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Пирĕн республикăпа Узбекистан тытакан çыхăну çирĕпленсех пырать.
Узбекистана электрооборудовани, хими продукчĕсем, йывăç материал тăрататпăр. Узбекистан пирĕн çĕвĕ фабрикисене çĕр мамăкĕпе тивĕçтерет тата ытти продукци сутать.
Олег Николаев Узбекистана Шупашкарти «Текстильмаш» завод туса кăларакан пир-авăр тĕртекен станок тăратма май пурри çинчен пĕлтернĕ, кунти предпринимательсене Чăваш Енпе тачă çыхăнса ĕçлеме чĕнсе каланă.
Узбекистанра Чăваш Республикин делегацийĕ Халăхсем хушшинчи «Иннопром. Центрти Ази» промышленность выставкинче пулса курнă, предпринимательлĕхпе çыхăннă тĕрлĕ тĕл пулăва хутшăннă.
Н.ИЛЬИНА.