Вăрманти уяв

Вăрманти уяв

АПРЕЛĔН 25-мĕшĕнче «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ республикăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ ачасене ăшă кăмăлпа йышăнчĕ. Çак кун парк территорийĕнче «Пуласлăхшăн _ пĕрлехи вăйпа» экологи фестивалĕ иртрĕ. Форума «Парксен маршĕ _ 2025» акципе килĕшỹллĕн йĕркелерĕç.

Кашни команда патриотизм, этнографи тата экологи «станцийĕсем» витĕр иртрĕ. Патриотизм «станцийĕнче» Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче сарăмсăр вилнĕ çар летчикĕн Павел Прусаковăн вил тăприйĕ çинче пулса чĕрĕ чечексем хучĕç. Этнографи «станцийĕнче» чăваш халăхĕн культурипе тата йăли- йĕркипе паллашрĕç. Экологи «станцийĕнче» «Упа патĕнче _ хырлăхра» сукмакпа утнă май вăрман тĕлĕнтермĕшĕсене курса савăнчĕç.

Ачасем тĕрлĕ конкурспа вăййа хутшăнчĕç, мастер-класра хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Фестиваль кашнин чĕринчех чи ырă туйăм хăварĕ.

Н.ИГНАТЬЕВА.



30 апреля 2025
11:22
Поделиться