«Зарница 2.0» вăйă çĕнтерỹçисене палăртнă

АПРЕЛĔН 25-мĕшĕнче Шăмăршăри ипподром территорийĕнче «Зарница 2.0» çарпа патриотизм вăййин муниципалитет тапхăрĕ иртнĕ, унта пурĕ 11 команда хутшăннă. Çамрăк армеецсем стройпа утассипе, хĕç-пăшалтан перес хатĕрлĕхпе, радиаци, хими тата биологи хỹтлĕхĕпе тата теори дисциплинипе хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне тĕрĕсленĕ.

Вăйă кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн жюри аслă ушкăнра Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Подвиг» çарпа патриотизм клубĕ (ертỹçи _ А.С.Еремеев) пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Пограничник» çарпа патриотизм клубĕпе (Ю.Ф.Ермолаев) Палтиел вăтам шкулĕн команди (В.С.Филиппов).

Вăтам ушкăнра Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ _ пĕрремĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕ _ иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Командир малта утать» конкурсра аслă ушкăнра Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Аделина Залалтдинова, вăтам ушкăнра Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Арсений Михайлов çĕнтернĕ. Муниципалитет тапхăрĕн çĕнтерỹçисем Шăмăршă округĕн чысне республикăра хỹтĕлĕç.

Е.ЖОЛОБОВА.



30 апреля 2025
13:53
Поделиться