Чăваш, тутар, вырăс, ирçе _ çывхартнă пĕрле Çĕнтерĕве
ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем _ чăвашсем, тутарсем, вырăссем тата ирçесем _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пысăк паттăрлăх кăтартнă.
Ирçе Тĕкки ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Никоноров сержант 15-мĕш стрелковăй полкра взвод командирне пулăшаканĕ пулнă. Орел, Харьков, Полтава хулисене тăшман аллинчен туртса илессишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Йывăр аманнă хыççăн _ госпитальте сипленсе _ каллех строя тăнă. Тăван çĕр-шыв Николай Фроловича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» тата ытти медальпе чысланă. Вăрçă хыççăн Николай Никоноров нумай çул хушши Шăмăршă ял Советне ертсе пычĕ. Мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе хавхалантарнă.
Патирек ялĕн çамрăкĕ Ферах Мансуров лейтенант огневой взвод тата 122 мм гаубица командирĕ пулнă. 49-мĕш, 50-мĕш армисен йышĕнче 2-мĕш тата 3-мĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. 1945-1946-çулсенче Хĕвел анăç Украи- нăра бендеровецсемпе кĕрешнĕ. Ферах Низамовича Тăван çĕр-шыв Хĕрлĕ Çăлтăр, I-степень Аттелĕх вăрçи орденĕсемпе, «Паттăрлăхшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн» тата ытти медальпе чысланă. Демобилизаци хыççăн Ф.Н.Мансуров нумай çул Патирек шкулĕнче ачасене вĕрентрĕ, район хаçачĕн чи активлă ялкорĕсенчен пĕриччĕ.
Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ Герман Краснов фронтра шофер пулнă, малти линие çар хатĕрĕ турттарса тăнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна II-степень Аттелĕх вăрçи орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури» хăюлăхшăн» тата ытти медальпе хавхалантарнă. Фронтран таврăнсан Герман Тимофеевич мĕн ватăличчен колхозра комбайнпа тыр-пул пухса кĕртрĕ, районти ăмăртура та пĕрре çеç мар çĕнтерỹçĕ пулчĕ.
Ярăслав ялĕн çамрăкĕ Михаил Ильин фронтра 140-мĕш гварди штурмовой авиаци полкĕнче çапăçнă. Вĕсен аэродромĕнчен виçĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Александр Покрышкин сывлăша çĕкленнĕ. Михаил Николаевич паттăр летчика темиçе хут та çывăхранах курнă. Вăрçă хыççăн Михаил Ильин 46 çул хушши тăван ялĕнче трактористра ĕçлерĕ. Хастар ĕçшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят панă.
С.ИВАНОВ.