«Гордеевсем хăйсен паттăрлăхĕпе Шăмăршă çĕрне чапа кăларчĕç»

«Гордеевсем хăйсен паттăрлăхĕпе Шăмăршă çĕрне чапа кăларчĕç»

ÇУРКУННЕПЕ ĕç уявĕнче _ тăван çĕрпе алран кайми ĕçе халăх уйрăмах хисепленĕ тапхăрта _ Вăрнар муниципалитет округĕнче Чăваш Республикин ĕç династийĕсене чысланă. Тĕрлĕ сферăра вăй хурса ырă ят çĕнсе илнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.

Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Гордеевсен династине уйрăмах мухтаса асăннă.

Олег Алексеевич «Офицеры» илемлĕ фильмри взвод командирĕ Алексей Трофимов каланă вилĕмсĕр сăмаха илсе кăтартнă: «Пур çавăн пек професси _ Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси».

Гордеевсем _ шăпах çак мухтавлă професси çыннисем. «Вĕсем хăйсен паттăрлăхĕпе Шăмăршă çĕрне чапа кăларчĕç», _ çапла çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ.

Гордеевсен династийĕнчи çынсене ятран асăнса тухнă.Сергей Петрович Гордеев Екатеринбургри аслă çар артиллери училищине пĕтернĕ. 1996-2014-çулсенче Сывлăш десант çарĕнче службăра тăнă. Чечняри, Грузири, Дагестанри, Сирири «вĕри точкăсенче» паттăрлăх кăтартнă. 2022-çултанпа _ ятарлă çар операцийĕнче. Тăван çĕр-шыв ăна Мухтав орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», Суворов, Жуков медалĕсемпе, Раççей Оборона министерствин 8 медалĕпе чысланă. Сергей Гордеев полковник _ I-тата II-степень «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль кавалерĕ.

Александр Петрович Гордеев Хусанти аслă çар команда танк училищинчен вĕренсе тухнă, Çурçĕр Кавказ çар округĕнче службăра тăнă, Чечняри вăрçа хутшăннă.

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Александр хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Шел, 2024-çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Александр Гордеева Тăван çĕр-шыв «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе чысланă.

Николай Петрович Гордеев Ульяновск хулинчи ДОСААФ вĕренỹ авиацентрĕнче вĕренсе пилот специальноçне илнĕ. Вяземскри вĕренỹ авиацентрĕнче пĕлĕвне малалла ỹстернĕ. Запаса кайнă чух унăн «летчик-ИА» специальность пулнă.

Николай Гордеев Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе мирлĕ специальность илнĕ, инженер-механик пулса тăнă. Аслă шкул хыççăн Шăмăршă тăрăхĕнчи хуçалăхсенче тата шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă. Республикăри Шалти ĕçсен министерствин пĕрлештернĕ отрячĕпе Чечняра командировкăра пулнă. Отставкăна милици майорĕн званийĕпе кайнă.

Николай Гордеев 2022-çултанпа ятарлă çар операцийĕнче çапăçать. Тăван çĕр-шыв ăна Жуков медалĕпе, «Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн» медальпе тата «Штурмри хĕрес» медальпе хавхалантарнă. Николаев Гордеев аслă лейтенант _ штурмлакан рота командирĕ.

Анатолий Петрович Гордеев Сывлăш десант çарĕнче службăра тăнă, Дагестанри тата Чечняри терроризма хирĕç пынă операцисене хутшăннă. Хальхи вăхăтра Анатолий Петрович Мускавра ĕçлесе пурăнать.

Пĕр тăван Гордеевсен аслашшĕ _ Илья Евдокимович Гордеев сержант _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, отделени командирĕ пулнă. Илья Евдокимович фронтра хыпарсăр çухалнă, унăн ятне Шăмăршă районĕн тата Чăваш Республикин Асăну кĕнекине кĕртнĕ.

Çакăн пек мухтавлă çынсене çуратса ỹстернĕ сăваплă Шăмăршă çĕрĕ. Гордеевсем пирĕн округра пурăнакансемшĕн _ уйрăмах çамрăк ăрушăн _ чи ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



07 мая 2025
11:01
Поделиться