Госпитальсене пулăшу кирлĕ!
Чăваш Енĕн «Пĕрле» аталану фончĕ тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕ фронт çывăхĕнчи госпитальсем валли гуманитари япалисем пухассине йĕркеленĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн çыннисене пĕрлехи сăваплă та питĕ кирлĕ ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр.
Кирлĕ япаласен переченĕ: Космопор пластырь (тĕрлĕ размер), носилка, инфузи стойки, хулăн çỹп-çап миххи (120_240 литр вырнаçмалăх), жгут, бинт, шприц (20 мл тата 5 мл), физраствор (пластикри), медицина перчетки (М размер, пысăкраххи), сурана çыхмалли пакет (ИПП), нỹрĕ (влажные) салфетка, япала çумалли порошок, футболка (симĕс, сăрă), аялти йĕм, чăлха, шорты, çуллахи трико, шлепки, вырăн таврашĕ (шурри çеç), шăл тасатмалли паста тата щетка, бритва станокĕ, дезинфекци хатĕрĕ, кăшлакан чĕрчунсене пĕтермелли хатĕр, кофе (3-1, ахальли), сгущенка.
Хаклă ентешĕмĕрсем! Госпитальсенче йывăр аманнă çынсем сипленеççĕ. Вĕсем _ пире хỹтĕлесе вилĕме куçран пăхнă. Салтакăмăрсен сиплев условийĕсене (шăписене!) çăмăллатмашкăн пирĕн те тăрăшмаллах. Вĕсене пулăшасси _ пирĕн, тылрисен, чи пирвайхи тивĕç. Пиртен кашнийĕ пĕрер япала парсан та, камăн-тăр пурнăçне çăлса хăварма (асапне çăмăллатма) май пулĕ. Сăваплă ĕçе хутшăнар-ха, тăванăмăрсем!
Майăн 20-мĕшĕччен çỹлерех асăннă япаласене пухса памалла. Гуманитари япалисене Шăмăршăра çак адреспа йышăнаççĕ: Уруков урамĕ, 9-çурт. Çыхăнмалли телефон: 8 905 347 52 02. Зинаида Свеклова.