Хастар ĕçшĕн _ тивĕçлĕ награда
МАЙ уявĕ умĕн Шупашкарта _ Чăваш патшалăх филармонийĕнче _ муниципалитет служащийĕсем хăйсен професси уявне паллă тунă. Паллах ĕнтĕ, уявра тăрăшса ĕçлекенсене ырă сăмахпа асăннă, награда парса хавхалантарнă.
Вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас тĕлĕшпе пысăк вăй хунăшăн Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхне Сергей Галкина _ Пĕтĕм Раççейри Вырăнти хăй тытăмлăх ассоциацийĕн Хисеп грамотипе, Шăмăршă ял территори уйрăмĕн пуçлăхне Андрей Удина _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата сехетпе, Улмаллă ялĕн старостине Виктор Матвеева _ Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Совет ассоциацийĕн I степень Дипломĕпе, ЗАГС пайĕн начальникне Татьяна Матвеевăна Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Совет ассоциацийĕн I степень Дипломĕпе чысланă.